Воскресенье, 19 мая

Саккуна пăссан штрафлаççĕ

Саккуна пăссан штрафлаççĕ

Çĕнĕ çул çывхарнă май Чăваш Енри вăрмансенче лăсăллă çамрăк хунавсене çирĕп тĕрĕслĕç.

Йывăçсене саккуна пăсса кассан (тепĕр майлă каласан, ятарлă ирĕк илмесĕр хуçалансан) административлă майпа явап тыттарма пултараççĕ.  Уйрăм çынсен кĕсьене 3—4 пин тенкĕлĕх çӳхетмелле,  должноçри çынсен — 20—40 пинлĕх,  предприяти-организацисен — 200—300 пинлĕх.

Йывăç каснă чух автомототранспортпа тата ытти хатĕр-хĕтĕрпе усă курсан уйрăм çынсен те яваплăх пысăкрах.  Вĕсене 4—5 пин тенкĕлĕх штрафлĕç. Чăрăшсене йĕркене пăхăнмасăр кассассăн РФ Уголовлă  кодексĕн 260-мĕш статйипе явап тыттарма та  май парать саккун. Унпа килĕшӳллĕн 500 пин тенкĕ таран штраф пама е тата 2 çултан пуçласа 7 çулччен ирĕксĕр  хăварма  та пултараççĕ. 

Шăмăршăри  вăрман хуçалăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *