Техникăна юратма вĕрентнĕ

Техникăна юратма вĕрентнĕ

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60—70-мĕш çулĕсенче вăтам шкул пĕтернĕ ачасем хушшинче хуласенчи пысăк заводсене çул тытакансем пулнă пулин те, ытларахăшĕ хăйсен пурнăçне ялпах çыхăнтарма тăрăшнă. Ку вăхăт тĕлне колхозсем аталанса тĕрекленнĕ, çĕнĕ автомашинăсемпе, тракторсемпе, комбайнсемпе пуянланнă. Хуçалăхсене аслă пĕлӳллĕ специалистсем кирлĕ пулнă.

 «Россия» колхоза кĕнĕ Киров поселокĕн каччи Владимир Краснов та шкула аван паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти ял хуçалăх институтне çул тытни ахальтен пулман пулĕ. Ачаранах техникăна юратса, унпа интересленсе ӳснĕскер хирте ĕçлекен «хурçă утсене» тытса пыни çеç çителĕксĕр пулнине ăнланса илсе пĕлĕвне пысăклатма шутланă. Аслă шкулăн механизаци уйрăмне çăмăллăнах вĕренме кĕнĕ вăл. Студент пурнăçĕ сисĕнмесĕрех иртсе кайнă. Дипломлă специалиста 1975 çулта направленипе хамăр районти «Гигант» колхоза ĕçлеме яраççĕ. Кунта çулталăк ĕçленĕ хыççăн   В.Краснова Совет çарне илеççĕ.

Аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра та, службăра пулнă чухне те вăл, паллах, пĕтĕм пурнăçĕ шкулпа тачă çыхăнасси пирки шутлама та пултарайман ĕнтĕ. Шăпах 1976 çулта çартан таврăннă аслă техника пĕлĕвĕллĕ çамрăка Çĕнĕ Кипеç вăтам шкулĕнче ачасене «Трактор» предметне вĕрентме сĕнеççĕ. Владимир Петровича çĕнĕ ĕç пăртак  шиклентернĕ пулсан та килĕшет. 1970 çулсенчен пуçласа 1990 çулччен районти чылай вăтам шкулта аслă классенче вĕренекенсене техника пĕлĕвĕ панă. Çакă вĕренекенсене парта хушшинче ларнă чухнех тракторист-машинист пĕлĕвне илме май панă. Шкул пĕтерни çинчен калакан аттестатпа пĕрлех вĕсем тракторпа ĕçлеме ирĕк паракан удостоверенисем илсе тухнă. «Камăн ашшĕ е тетĕшĕ колхозра тракторпа ĕçленĕ вăл çемьери ачасем техникăна ла-йăх ăнкаратчĕç. Руль умне ларсан та хăйсене хăюллăрах тыткалатчĕç. Техника пайĕсем пирки те тĕплĕн ыйтса пĕлетчĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ кайран ял хуçалăхĕнче ĕçлесе ырă ят та çĕнсе илчĕ», — тет Владимир Петрович. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи ялсенче паян трактор рулĕ умне ларакан аслăрах ӳсĕмри çынсем пурте тенĕ пекех тракторист-машинист прависене шкулта вĕренсех илнĕ. В.Краснов урок ирттернĕ чухне чăн-чăн механизаторшăн трактор рульне тытса пыма пĕлни çеç çителĕксĕр пулнине, техникăн ĕçлев пайĕсем пирки тĕплĕн пĕлмеллине палăртнă. ,ç вăхăтĕнче вансан кăлтăксене хăвăрт пĕтерме пултармалла. Трактора кирлĕ пек пăхса, пайĕсене сĕрсе тăмалла. Çак йĕркесене пăхăнса ĕçлесен çеç ĕçре тухăçлăх ӳсĕ. Кун пирки тăтăшах асăрхаттарса тăнă учитель

Еçри хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем çинче те тимлĕ чарăнса тăнă. Шкулта ĕçленĕ май Владимр Петрович ĕç урокĕсене те ертсе пынă. Ачасене черчени, географи предмечĕсене вĕрентнĕ. Кирек хăш урока пуçласан та ачасене интереслентерме тăрăшнă. В.Краснов 1987 çулта ЧАССРти учительсен 7-мĕш съезчĕн ĕçне те делегат пулса хутшăннă. Вĕрентӳ ĕçĕнче вăл 2005 çулччен тăрăшнă. Хастар ĕçшĕн ăна РСФСР тата ЧАССР Вĕрентӳ министерствисен Хисеп грамотисене, ытти наградисене тивĕçнĕ.

Владимир поселок хĕрĕпе Лидăпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Вĕсен пĕтĕм пурнăçĕ вара Çĕнĕ Кипеç ялĕпе çыхăннă. Кунта вĕсем çурт лартса хуралтăсем çавăрнă. Лидия Ахвандеевна та шкулта ĕçленĕ. Биб- лиотекарь пулнă май ачасене кĕнекесемпе туслаштарас тесе чылай тăрăшнă. Красновсем 3 ача çуратса пăхса ӳстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хăйсен тĕпренчĕкĕсем мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратса ӳсчĕр, шкулта тăрăшса вĕренччĕр тесе çине тăнă. Ачисем пурте аслă пĕлӳ илнĕ, пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Халĕ Красновсем 4 мăнукĕпе савăнаççĕ.

Çак кунсенче Владимир Петрович 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. Халĕ те ĕçсĕр лармасть вăл, пушă вăхăт тупăнсанах техника çумĕнче пулма тăрăшать. Урамра трактор кĕрлесе иртнине асăрхасан ăна кам тытса пынине тĕшмĕртме тăрăшать. Емĕрĕпех техникăпа çывăх пулнă çыннăн чунĕ çапла ĕнтĕ.

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *