Пиротехника сиен ан кӳтĕр

Пиротехника сиен ан кӳтĕр

Пиротехника хатĕрĕсене туяннă чух уйрăмах мĕн  тимлемелле тата вĕсемпе усă  курнă чухне  мĕн пĕлмелле?

Чăнах та,  Çĕнĕ çул  кунĕсенче  тĕрлĕ пиротехника хатĕрĕсемпе çынсем анлăн уса кураççĕ. Пурин те çак уява илемлĕ, асра юлмалла ирттерес килет. Инкек сиксе ан тухтăр тесен  çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла:

— петардăсемпе  фейерверксене   пиротехника  сутма   ирĕк пур,   лицензи илнĕ   лавккасенче   кăна   туянмалла;

— туяннă  чухне  вĕсене  хăçан   хатĕрленине  тата  вĕсемпе  хăçанччен  усă курма  юранине  тимлĕрех  пăхмалла;

— пиротехника  илнĕ  чухне  упаковкине  йĕри-тавра  тĕплĕн  тĕрĕслемелле,  вăл  уçă  пулмалла  мар;

— пиротехника хатĕрĕсен  вырăсла  инструкцийĕ  пулсан  кăна туянмалла;

— хуласенче пиротехникăна ятарласа уйăрнă вырăнсенче кăна ямалла,  салют яма  юракан  вырăнта  йывăçсем,  электричество пралукĕсем тата çуртсем пулмалла мар;

— çил хăвăртлăхĕ çеккунтра 5 метртан ытла пулсан  пиротехникăпа  усă  курма  юрамасть;

— салютсене  алăран  вĕçтертсе  яма  юрамасть,  вĕсене çĕр çинче çирĕп  вырнаçтармалла.  Хлопушкăсемпе, бенгаль çуртисемпе алăра тытса çеç усă курма юрать;

— фейерверка  куракансем еннелле вĕçтермелле мар,  енчен те чĕртсе янă хыççăн салют тӳрех вĕçсе тухмарĕ пулсан,  тӳрех  ун патне пымалла мар,   кăштах тăхтамалла;

— ачасене  аслисемсĕр пиротехника хатĕрĕсемпе усă  курма чармалла.

Салютсене  ӳсĕрле   яни   те  час-часах  инкек патне илсе  çитерме пултарать,  çавăнпа  та  вĕсене  пиротехника  хатĕрĕсем   патне  ямалла  мар.

И.АНАНЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *