«Вулавăш хăй патне турттăр»,  — тет Т.Волкова

«Вулавăш хăй патне турттăр»,  — тет Т.Волкова

Алăк умĕнче ура сассисем,  калаçнисем илтĕнчĕç те, Т.В.Волкова библиотекарь сехет çине пăхса илчĕ — Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Дубовка ачисем çитрĕç иккен.

Вероника Ефимова, Настя Гордеева, Ольăпа Юля Тимофеевăсем шкул автобусĕнчен анса юлсан килĕсене çитиччен ялти вулавăша кĕрсе тухма тăрăшаççĕ. Библиотекарь кăмăллă калаçни те, кунти хаçат-журналпа илемлĕ кĕнекесем те илĕртеççĕ вĕсене. Кунта йĕркелекен мероприятисене те  хапăлласах хутшăнаççĕ  хĕр пĕрчисем. Ачасене те, ял-йыша та интереслентерме тăрăшать ялти библиотекăра пĕр улшăнмасăр 35 çул тăрăшакан Татьяна Владимировна. Вулавăш кĕнекесемпе çеç мар, интереслĕ тĕлпулусемпе, калаçусемпе те хăй патне турттăр тесе тимлет вăл.

Библиотекăран кун каçа çын татăлмасть. Магазина килекенсем те кĕрсе тухаççĕ, çĕнĕ хаçат-журналпа паллашаççĕ. Ятарласа кĕнеке илме килекенсем те чылай. Хăй те тăтăшах халăх хушшинче пулма тăрăшать вăл. Кунта çӳреймен ватăсем патне килне  кĕнекесем пырса парассине те йĕркеленĕ. Çак тăрăхри ялсем пысăк мар пулин те, библиотекăпа туслисем сахал мар. Петр Лаврушкин, Валентина Боровкова, Раиса Павлова, Надежда Боровкова, Валентина Чаркина, Лидия Тимофеева тата ыттисем те час-часах вулавăша çитеççĕ, çĕнĕ кĕнекесемпе хапăлласах паллашаççĕ.

Библиотекăра «Мастерицы» кружок ĕçлет. Унта çӳрекенсем палăртнă кун эрнере пĕрре пĕрле пуçтарăнаççĕ пулсан та, ахаль чухне те вулавăша кĕрсе тухмасăр иртмеççĕ. Кунта çĕнĕ хыпарсемпе паллашма та, чун ыратăвне пусарса калаçма та, хăйсене интереслентерекен ыйту çине хурав тупма та май пур. Татьяна Владимировна вĕсемпе пуринпе те ăшшăн калаçать, мĕн май килнĕ таран пулăшу пама тăрăшать. Кружока çӳрекенсем ал ĕç ăсталăхне вĕреннипе пĕрлех, апат-çимĕç пĕçерес, çĕлес тата кил-çуртра кирлĕ ытти ĕçсем пирки те калаçаççĕ. Хăйсем ăсталанă япаласемпе конкурссене те хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли чăлха-нуски çыхса ярса пачĕç.

Библиотека инçет майпа та ĕçлет. Кама та пулсан пĕр-пĕр ыйту интереслентерсен, электронлă майпа ыйтсан, библиотекарь  кирлĕ информаци шыраса тупса хуравлать, тĕрлĕ изданисем, кĕнекесем сĕнет.

Татьяна Владимировна çĕршыври паллă кунсем, уявсем тĕлне кĕнеке выставкисем, стендсем, куравсем йĕркелет. Кунта литературăпа музыка каçĕсем, диспутсем, портрет-каçсем, кĕнекесене сӳтсе явасси йăлана кĕнĕ.

Вулавăш «Кĕнекесен пурнăçне тăсатпăр», «Чи нумай вулакан» республикăри конкурссене хастар хутшăнать. Библиотекăра професси  ăсталăхĕн «Ярмарка библиотечных идей» районти конкурсра та хăйĕн ĕç опычĕпе, шухăшĕсемпе паллаштарать.

 2016 çулта Дубовка ял библиотеки районти «Чи лайăх библиотека», Т.В.Волкова «Чи лайăх библиотекарь» ятсене тивĕçнĕ.

Ял историйĕпе те интерес- ленет Татьяна Владимировна. «Енерхи кунсăр паянхи кун çук, теççĕ. ӳсекен ăрăвăн  ялта маларах пурăннă çынсем çинчен пĕлмеллех. Вĕсем пирĕн пуласлăхшăн пурăннă, ĕçленĕ. Ялтан паллă çынсем те чылай тухнă. Ачасен вĕсенчен тĕслĕх илмелле», — тет вăл. Хисеплĕ ентешсем çинчен калакан, ял пурнăçне сăнлакан материалсемпе сăнӳкерчĕксем, çынсен кунсерен йăлара усă курнă япалисене пуçтарса вулавăш çумĕнче пĕчĕк музей те йĕркеленĕ.

Нумаях пулмасть Т.Волкова 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа ăна çывăх çыннисемпе пĕрлех ĕçтешĕсем те йышлăн саламларĕç. Вăл — районта  библиотека системинче чи нумай ĕçлекенсен йышĕнче. Çавăнпа та унран тĕслĕх илмелли пурах. Малашне те ăна çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнӳсем сунас килет. Ялти культура объекчĕсем халăха пĕрле пуçтаракан, вĕсен пушă вăхăтне усăллă тата интереслĕ ирттерме май паракан вырăнсем пулса тăмалла. Çакăншăн куллен тăрăшать те Т.Волкова библиотекарь. «Вулавăш хăй патне турттăр, пур енчен те аталанма пулăштăр», — тет вăл.

Ю.Гаврилов. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *