Воскресенье, 26 мая

Хавхаланупа тăрăшаççĕ, çитĕнӳсем тăваççĕ

Хавхаланупа тăрăшаççĕ, çитĕнӳсем тăваççĕ

Асанкасси сĕт-çу фермине тавралăха каç сĕмĕ çапсан çитрĕмĕр. Кунта ĕçсем пуçланнăччĕ ĕнтĕ. «Ферма ялтан чылай аякра вырнаçнă пирки ĕçлекенсене илсе çитерме тата каялла леçме  ятарлă транспорт уйăрнă. Çакă вĕсен вăйне те, вăхăтне те перекетлеме май парать», — пĕлтерчĕ «Асаново» хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Э.О.Таркина выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма пуçланă май. Вăлах ферма заведующийĕ те, ветеринар ĕçĕсене те пурнăçлать.

Малтанах пăруламалли ĕнесем тата  чи пĕчĕк пăрусем тăракан витере пултăмăр. Кунта мăшăрсем, Галина Моисеевнăпа Вячеслав Валентинович Васильевсем тăрăшаççĕ. Эпир пынă чухне аталаннă пăрусен пĕр ушкăнне урама уçăлма кăларчĕç те урайне тислĕкрен тасатрĕç, пăрусем валли çăратнă шыв хатĕрлеме пуçларĕç. Ĕçе вăр-вар, çав вăхăтрах типтерлĕ тăваççĕ. Ĕçĕ нумай вĕсен:   пăруланă ĕнесене сумалла, тин çут тĕнчене килнĕ пăрусене ĕмкĕчпе сĕт ĕçтермелле… Уйрăмах пушмак пăрусене сума хăнăхтарма йывăр лекет, тепĕр чухне урисене çыхса хума та тивет. Халиччен сăвăнманскерсемшĕн çиллисене лекни кăтăклантарать. Галина Моисеевна çамрăклах фермăра ĕçлеме пуçланă та, унтанпа 30 çул та иртнĕ. Вăл çулсенче унăн темĕнле лару-тăрăва та лекме тивнĕ. «Пĕтĕ ĕнесем те, тин çуралнă пăрусем те хăйсемпе ачаш пулнине кăмăллаççĕ,  юратса пăхнине ăнланаççĕ», — тет вăл. Унăн ашшĕпе амăшĕ те ĕмĕрĕпех фермăра тăрăшнă. Халĕ вĕсен ĕçне Г.Васильева малалла тăсать.

«Асаново» ЯХПК ферми сĕт туса илессипе темиçе çул ĕнтĕ районта чи малти вырăнта пырать. Хуçалăхра 500 пуç ытла мăйракаллă шултра выльăх. Вĕсенчен 170 пуç сăвакан ĕне. Иртнĕ çул кунти ĕнесем кашни вăтамран 8 пин килограмм сĕт антарнă. Кăçал ку кăтарту татах та пысăкрах пулмалла. Хальхи вăхăтра Асанкассисем кашни ĕнерен талăкра 25 килограмм сĕт сăваççĕ. Выльăхсене тулăх тăрантарни продукци калăпăшне ӳстерме пулăшать те. Кунта çулталăк тăршшĕпех моно апатпа тăрантараççĕ, пĕр рационпа усă кураççĕ. Çу кунĕсенче ĕнесене çуллахи лагере кăлараççĕ, симĕс курăк памаççĕ, сенаж хутăшĕнчен хатĕрленĕ апат çитереççĕ. Хуçалăх хĕл каçма çителĕклĕ таран выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Кунсăр пуçне тутлăхлă ытти япаласемпе, витаминсемпе те анлăн усă кураççĕ. Паянхи кун выльăхсен рационĕнче сенаж, силос, дробина, улăм  тата ытти тутлăхлă япаласем. Апата вĕтетсе хатĕрленĕ, ăна выльăхсене салатса панă çĕрте Анатолий Родионов çамрăк механизатор тăрăшать. Александр Чапрасов тракторист сенаж, улăм тата апат хатĕрлемелли япаласене тиесе тăрать, тислĕке фермăран тиесе тухса тăкать.

Ĕне сунă çĕрте пилĕк доярка тăрăшать. Вĕсем 48-шар ĕне сăваççĕ. Наталия Беловăпа Вера Яковлева кăçалхи 9 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх районта хăйсене çирĕплетсе панă ĕнесенчен чи нумай сĕт суса илекенсем пулчĕç. Вĕсемсĕр пуçне Лариса Иванова, Марина Пробкина тата вĕсене улăштаракан Ирина Белова дояркăсем те тăрăшуллă. Кану кунĕ туса пани ĕçлекенсемшĕн меллĕ.

Районти чылай хуçалăхра фермăра ĕçлекенсем ватăлса пыни пăшăрхантарать. Çамрăксем выльăх-чĕрлĕх пăхма питех килесшĕнех мар. Асанкасси сĕт-çу ферминче вара çамрăкрах ӳсĕмрисем  ĕçлени те савăнтарать. Татьяна Чижиковăпа, Наталья Чертыновăпа фермăри ĕçсем пирки сăмах пуçартăм та, вĕсем хапăлласах ĕçлеме çӳрени, ĕç килĕшни пирки пĕлтерчĕç. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕçне çăмăллатмалли майсем шыраççĕ пулин те, ферма фермах. Кунта яваплăх та, ĕçсене вăхăтра пурнăçлани те, выльăхсене кирлĕ пек пăхни те кирлĕ. Ир-ирех тăрса ĕçе васкамалла. Çавăнпа та выльăх пăхакан ĕçне темĕнле лайăх условисем туса парсан та çăмăл тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. «Чи кирли — çамрăксем  фермăна ĕçлеме килни. Пире тивĕçлĕ канăва каякансене улăштаракансем кирлĕ. Фермăра чылай çул ĕçлекенсем тин çеç ĕçлеме килекенсене сĕнӳ-канашсемпе пулăшса пырасса шанатпăр», —  тет Эльза Олеговна зоотехник.

Пушмак  тата 6 уйăхран аслăрах пăрусене пăхакан Алиса Данилова çамрăкăн та ĕçлес хавхаланăвĕ пур. Вăл та хăйне шаннă ĕçе тирпейлĕ пурнăçлать.

Фермăран тислĕк кăларассине Александр Калашников йĕркелесе тăрать.

Витесенче çутă та ăшă, выльăхсем тутă та таса. Çак сăмахсем хитрелетсе каланисем мар. Кунта чăннипех те выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илес тесе тăрăшни палăрать.

Ӳсентăран отраслĕпе фермăсен ĕçĕ-хĕлĕ тачă çыхăннă. «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕ уй-хиртен ытларах тухăç илес енĕпе те ăнăçлă тăрăшать. Ку тăрăхра хирсем тикĕс мар, çитменнине пысăк автоçул туни те чăрмав кӳрет. «Кăçалхи пек нумай тырпул пуçтарса илни пĕрлешӳллĕ хуçалăхра пулман та пулĕ. Çакă пĕр-икĕ çын тăрăшнипе çеç пулмасть. Пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшсан, килĕштерсе ĕçлесен çеç çитĕнӳсем тума пулать. ,çлекенсене хавхалантарма тăрăшатпăр, тырă, утă-улăм уйăрса панă. Хĕл кунĕсенче выльăх апачĕ енчен йывăр пулсан вĕсене çыртарса паратпăр», — каласа пачĕ кооператив председателĕ А.Н.Бахтеров. Çавăнтах вăл Э.Таркина тĕп зоотехник ячĕпе ырă сăмахсем каларĕ. Вăл фермăри ĕç-пуçа ăнăçлă йĕркелесе пынине, ĕçлекенсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнине палăртрĕ.

Ĕçлекенсен хавхаланăвĕ пур. Çамрăксем те фермăран пăрăнмаççĕ. Ертӳçĕ выльăх-чĕрлĕх отрасльне малашне татах та аталантарас тĕллевлĕ. Апла пулсан «Асаново» хуçалăх малашне те çĕнĕ çитĕнӳсемпе савăнтарасса шанма пулать.

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *