Понедельник, 7 октября

Хĕрарăмсем те хутшăнасса шанатăп

Хĕрарăмсем те хутшăнасса шанатăп

Çул вĕçленсе пырать. Вăл пирĕн тăрăхри спорта юратакан ветеран-спортсменсемшĕн япăх мар пулчĕ. Вĕсем Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерстви «Раççейри пенсионерсен союзĕ» обществăлла организацин регионти уйрăмĕпе пĕрле ирттернĕ «Спортивное долголетие» спартакиадăна хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Тивĕçлĕ канăва кайнă пулин те хăйсем спортран уйрăлманнине çирĕплетсе пачĕç.

Çак спартакиадăн 2023 çулхи ăмăртăвĕсен пĕрремĕш тапхăрĕ — шахмат, сĕтелçи теннис,  пневматикăлла винтовкăран тĕл перес енĕпе ăмăртусем çитес çулхи январь уйăхĕнче иртмелле. Унччен вара, ун пек тупăшусене хамăр патра йĕркелемелле. Çĕнтерӳçĕсем республикăра пирĕн чыса хӳтĕлĕç. Акă, ноябрĕн 24-мĕшĕнче, кĕçнерникун, «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче шахмат вăййипе ăмăрту пулать. Унта 60 çултан иртнĕ арçынсем, 55 çултан иртнĕ хĕрарăмсем тупăшĕç. Вăл ирхине 10 сехетре пуçланать. Çӳлерех каланăччĕ ĕнтĕ, пирĕн ветерансем спортăн пур енĕсемпе ăмăртса малти вырăнсене йышăнчĕç. Анчах та шахмат вăййи пирĕн командăна ура хурать. Эпир 55 çултан иртнĕ хĕрарăм-шахматистка пулманнипе тулли команда тăратаймастпăр. Çакă кирлĕ чухлĕ балл илме чăрмантарать. Шахмат вăййипе иртекен çитес ăмăртăва хĕрарăмсем те хутшăнасса чунтан шанатăп. Районта шахмат фигурисене куçарма пĕлсе вăййа пăртак та пулин ăнланакансем пурах тесе шутлатăп. Шикленсе ан тăрăр, сире хирĕç гроссмейстерсем, спорт мастерĕсем вылямаççĕ. Хăвăр пекех фигурăсемпе çӳреме пĕлекенсем, «шах» тата «мат» тенине ăнланакансем çеç шахмат хăмисем умне лараççĕ. Çавăнпа та пĕр хăрамасăрах хăвăрăн ăсталăха тĕрĕслесе пăхăр. Кăçалхи çак ăмăртăва хĕрарăмсем хутшăнасса шанса тăратăп.

В.Пундяков.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *