Четверг, 25 апреля

Çемьесене – пĕрер тонна тырă

Çемьесене – пĕрер тонна тырă

«Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕн ертӳçи М.Шарафутдинов ырă пуçару тунă. Вăл Кайнлăк ял тăрăхĕнчен мобилизаципе кайнă арçынсен  çемйисене пĕрер тонна тулă уйăрма йышăннă. Тырра  килĕсене çитерсех панă. Çак пулăшăва Кайнлăк ялĕнчен мобилизациленнĕ икĕ çын, Йăлмахва ялĕнчен виçĕ çын çемйи тивĕçнĕ. 

Чăннипех те курăмлă пулăшу кӳнĕ фермер хуçалăхĕ. Çар операцине хутшăнакансен çемйисемшĕн çакă — çав тери пĕлтерĕшлĕ пулăшу. Вĕсем «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕн ертӳçине чĕререн тав тăваççĕ.

(ХАМĂР ИНФ.).   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *