Четверг, 25 апреля

Йăлана кĕнĕ ăмăрту иртнĕ

Иртнĕ шăматкун районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче Р.Ф.Рахимзянова асăнса йăлана кĕнĕ уçă волейбол турнирĕ иртнĕ.

Ринат пултаруллă спортсмен, футбол, волейбол вăййисемпе  район тата республика шайĕнчи чылай ăмăртусем йĕркелекен пулнă, спорта аталантарас енĕпе чылай тăрăшнă. Ăна район ентешлĕхĕ «Комсомольски районĕнче тата унăн тулашĕнче спорта аталантарас тата сарас енĕпе тăрăшнăшăн» медаль парса чысланă. Наградăна ашшĕне, мухтавлă ывăл çитĕнтернĕшĕн тав туса савăнăçлă лару-тăрура панă. Ринатăн хĕрĕсене, Ясминăпа Марьямăна, «Урмай» спорт обществи ячĕпе футболкăсем парнеленĕ. Спортсменсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Комсомольски муниципаллă округăн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Ремис Мансуров, Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕн председателĕ Марат Айзатуллов, «Кĕтне» ФСК директорĕн çумĕ Петр Порядков, турнир йĕркелӳçи, Ринатăн ашшĕ Фидаиль Рахимзянов тата ыттисем те саламланă, вăйăсенче ăнăçу суннă.

Кăçалхи турнира хутшăнма республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ 10 команда кăмăл тунă. Тупăшусем тӳрех виçĕ спорт залĕнче иртнĕ. Командăсем кашниех çĕнтерӳшĕн çине тăрса вылянă. Хĕрӳ тупăшусенче Шупашкартан килнĕ «Спартак-Исаково» команда пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче  — Муркаш районĕнчи «МетПласт» тата Шупашкарти «Скала» командăсем. Уйрăм вăйăçсенчен те чи пултаруллисене палăртнă. «Чи лайăх хӳтĕлевçĕ» ята Фарит Сафиуллин («Кубня»), «Чи лайăх çыхăнтаракан» ята Даниил Кузнецов («Скала»), «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Адель Каюмов («МетПласт»), «Чи лайăх вылякан» ята Иван Карзаков («Спартак-Исаково») çĕнсе илнĕ.

Çĕнтерӳçĕсем медальсене тата парнесене тивĕçнĕ. Турнира йĕркелекенсем ăмăртăва хатĕрлеме тата çӳллĕ шайра ирттерсе яма пулăшнисене пурне те тав тăваççĕ.

С.ОРЛОВ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *