Четверг, 18 апреля

Тĕллев – туянакансен кăмăлне тивĕçтересси, паха продукци сĕнесси

Тĕллев – туянакансен кăмăлне тивĕçтересси, паха продукци сĕнесси

Районти  лавккасемпе суту-илӳ çурчĕсенче тĕрлĕ тавар çителĕклех. Чылайăшĕ райпо магазинĕсенче туянма кăмăллать. Вăл çулран-çул аталанса пыни те куçкĕрет. Суту-илӳ точкисене паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтермелле реконструкцилеççĕ. Тавар ассортименчĕ пуян, суйлама, туянма çав тери меллĕ. Хуларинчен пĕрре те кая мар. Пурнăçпа тан утаççĕ, тавар туянакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтереççĕ. Çакна ӳсĕмсемпе çитĕнӳсем  те çирĕплетеççĕ.

Октябрĕн 25-мĕшĕнче райпо пайщикĕсен суйлавпа отчет  пухăвĕнче  юлашки 5 çулта  пурнăçланă ĕç-хĕле тата çитес вăхăта палăртнă плансене  сӳтсе яврĕç. Райпо совечĕн председателĕ Светлана Грачева пĕлтернĕ тăрăх, юлашки çулсенче пĕтĕмĕшле илсен аван кăтартупа ĕçлесе пынă, кăçал та çитĕнӳсем курăмлă. Палăртнă    плансене пурнăçланă, магазинсене çĕнетнĕ, юсав ĕçĕсем тунă, пурлăх базине пуянлатнă, çĕнĕ аптека хута янă. Пĕтĕмĕшле ĕç кăтартăвĕсене çулсерен  ӳстернĕ, бюджета кашни çулах 30  млн тенке  яхăн налук хывнă.

— Эпир суту-илӳ, обществăлла апатлану, хатĕрлев, тĕрлĕ тавар туса кăларас, халăха пулăшу кӳрес енĕпе ĕçлетпĕр. Район центрĕнче пирĕн тĕрлĕ таварсемпе: апат-çимĕçпе, строительство тата хуçалăхра кирлĕ таварсемпе, аш-какайпа, ял хуçалăх продукцийĕпе, запас пайсемпе сутă тăвакан магазинсем вырнаçнă. Унпа пĕрлех ялсенче те магазинсем ĕçлеççĕ, лавкка çук ялсене ятарлă автолавка тухса çӳрет. Çакă — ялти çынсемшĕн çав тери меллĕ,  — пĕлтерчĕ Светлана Николаевна.

Райпо ĕçченĕсен  алă усса ларма вăхăт çук, самана таппине кура çĕнĕлĕхсене алла илме, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме тăрăшмалла. Çавна май  юлашки вăхăтра  суту-илӳ точкисене  юсаса çĕнетнĕ, çĕнĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтернĕ, çĕнĕ автомашинăсем  туянма вăй çитернĕ. Çакă пĕтĕмпех   районта пурăнакансен кăмăлĕсене тивĕçтерес тĕллевпе пурнăçланăскерсем.

Юлашки çулсенче, пандеми вăхăтĕнче пурăнатпăр пулин те, райпо ĕçченĕсем  ваккăн тавар сутассин çаврăнăшне чылай ӳстерме пултарнă. Çынсем ытларах тыр-пул,  выльăх-чĕрлĕх апачĕ, строительство таварĕ, чечек тата парнесем, чашăк-тирĕк,  алкогольсĕр продукци ытларах туяннă.

Райпора тăрăшакансем шаннă ĕçе яланах вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама хăнăхнă. Çакă  ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ чухне тӳрремĕнех курăнать. Вĕсем кулленхи ĕçре тăрăшулăхпа палăрнипе пĕрлех, республика, район шайĕнче йĕркелекен пĕр мероприятирен те юлмаççĕ. Конкурссене, фестивальсене хутшăнаççĕ, хăйсен паха опычĕпе паллаштараççĕ, унпа пĕрлех ыттисен опычĕ те вĕсемшĕн  кирлĕ.  Райпо ĕç-хĕлне «Чувашпотребсоюз» канашĕн председателĕ Валерий Павлов пĕтĕмлетсе лайăх ĕçлесе пынине палăртса хăварчĕ.

— Сирĕн коллектив тăрăшуллă та маттур. Суту-илӳре хастар та пултаруллă ĕçченсем вăй хунине ӳсĕмсем çирĕплетеççĕ. Çитĕнӳсем хăйсем тĕллĕн пулмаççĕ, пĕтĕмпех çынсенчен, коллектив тăрăшулăхĕнчен, çирĕплĕхĕнчен килет. Ахальтен мар пур отрасльте те  кăтартусем аван. Комсомольски райповĕн  малашлăхĕ çутă та ӳсĕмлĕ пултăр, — терĕ Валерий Павлов.

Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов райпо коллективĕ маттур пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.

— Эсир районта, республикăра иртекен пĕр мероприятирен те айккинче юлмастăр. Сирĕн продукцие хапăлласах туянаççĕ, сирĕн лавккасене кĕрсе тухма тата  тавар туянма кăмăллă. Çакă пĕтĕмпех ĕçе мĕнле йĕркелесе пынинчен килет. Çавăнпа та малашне те çирĕп утăмсемпе малалла утăр, — терĕ Александр Николаевич.

Пайщиксен пухăвĕнче малашнехи пилĕк çула  райпо совечĕн   председательне, ревизи комиссийĕн членĕсене суйларĕç тата нумай ыйтăва пĕрле сӳтсе яврĕç. Пухăннисем пĕр саслăн пулса малашне те райпо коллективне ертсе пыма Светлана Николаевна Грачевăнах шанчĕç.   

Пĕрле пуçтарăннă самантра маттур та тăрăшуллă ĕçченсене:   М.Н.Лепешкин водителе, Асанкассинчи лавкка заведующине    Е.В.Яндровăна, В.П. Краснова повара,  М.В.Зимцова сутуçăна   «Центрсоюз. 190 лет потребительской кооперации России» медальсемпе  чысларĕç.

Специалистсем кăçал тата та вăйлăрах  тăрăшмаллине аван пĕлеççĕ. Вĕсен тĕллевĕ — туянакансен кăмăлне тивĕçтересси, паха продукци сĕнесси. Çакăн пек чухне çеç малалла утма, аталанма май пулĕ.

А.ЕФРЕМОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *