Четверг, 25 апреля

Ташăра та маттур, юрăра та сатур

Ташăра та маттур, юрăра та сатур

Пирĕн районта пурăнакансем ĕçре çеç мар, юрă-ташăра та маттур. Çакна вĕсем тĕрлĕ шайри конкурссемпе фестивальсенче те аван çирĕплетсе параççĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе куракансене тыткăнлаççĕ.

Октябрĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарти Халăхсен туслăхĕн çурчĕн сцени çинче районти искусствăсен çурчĕн Аслă Чурачăкри уйрăмне çӳрекенсен «Тевет» фольклор  ансамблĕ хăйĕн пултарулăхне кăтартсан, залра ларакансем ачасене алă çупса йышăннă. Вĕсене тăван халăх йăли-йĕркине упраса сыхласа хăварма Т.В.Макарова преподавательпе С.А.Просвирнов концертмейстер вĕрентеççĕ. Ансамбль ачасен тата çамрăксен «Дерзай, твори!» наци творчествин республикăри конкурсĕнче «Народный и национальный вокал» номинацире  I степеньлĕ лауреачĕ пулса тăнă. Çак ансамбле çӳрекен Сергей Лукиянов уйрăм юрăçăсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех унти гала-концерта районти искусствăсен шкулĕн вĕренекенĕсен «Островок» ансаблĕ те хутшăннă, «Народная и национальная хореография» номинацире пĕрремĕш степеньлĕ лауреат ятне тивĕçнĕ. Çак ансамбльти Самира Тукаева та I cтепеньлĕ лауреат пулса тăнă. Ачасемпе нумай çул Т.Е.Иванова преподаватель тăрăшать. Çак конкурса та вĕсене вăлах хатĕрленĕ.

Татьяна Евтихиевна вĕренекенĕсем Куславкка районĕнчи Тĕрлемесре ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсен, паллă балетмейстерсен Л.Нянинапа    В.Милютин ячĕсемпе иртнĕ «Ташă эрешĕсем» фестиваль-конкурсра та пулнă. «Островок» ушкăн (Валерия Григорьева, Татьяна Григорьева, Анастасия Евдокимова, Кристина Краснова, Ксения Скворцова, Аделина Архипова, Юлия Степанова) кунта та I тата II степеньлĕ лауреатсем пулса тăнă.

Чăннипех те маттур та пултаруллă ачасем пурăнаççĕ, вĕренеççĕ пирĕн тăрăхра. Вĕсене малашне те ăнăçусемпе çĕнтерӳсем сунар.

Ю.Гаврилов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *