«122» хĕрӳ лини хута янă

«122» хĕрӳ лини хута янă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин сентябрĕн 21-мĕшĕнче  тулли мар мобилизаци пирки калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ пирки пĕлтернĕччĕ. Çавна май республикăра ку енĕпе çине тăрсах ĕçлеме пуçларĕç. Чăваш Республикин çар комиссарĕ  2022 çулхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче  тулли мар мобилизаци çинчен калакан хушу кăларчĕ. Çавна май  Чăваш Енре, çав   шутра пирĕн районта  та, службăна тăма çарта пулнă тата ятарлă çар специальноçĕ алла илнĕ запасри çынсене çар комиссариатне çитмелли çинчен пĕлтерекен повесткăсем пама тытăнчĕç.

 Республикăра пурăнакансене  тулли мар мобилизаци пирки хумхантаракан ыйтусене уçăмлатма Чăваш Енре  «хĕрӳ лини» телефонне хута ячĕç. Пур ыйтупа та тӳлевсĕр «122»  номерпе шăнкăравлама юрать.  Хĕрӳ лини ĕçленĕ тăватă кунра операторсем  2 пин ытла ыйту  йышăннă. Çынсене тулли мар мобилизаци темипе, запасри çынсем регион тулашне кайма юраманнипе, еплерех социаллă пулăшупа тивĕçтерссипе тата кредитсене мĕнле тӳлемеллипе кăсăкланнă. Унсăр пуçне саккунсăр майпа тулли мар мобилизациленĕ тĕслĕхсем пирки пĕлтерекенсем те пулнă.  Хăшĕ-пĕри сывлăх енчен хавшакрах е хĕсметре тăман, е ватă, сусăр, çынна пăхса пурăнать. Вĕсем патне те повестка килнĕ. Çавна май  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.Николаев  саккунсăр майпа мобилизациленĕ тĕслĕхсене хăй тишкерсе тăма шантарнă.  Кун пирки регион ертӳçи хăйĕн «Телеграм» каналĕнче пĕлтернĕ.

Хĕрӳ лини талăкĕпех ĕçлет. Унсăр пуçне республикăра пурăнакансем тулли мар мобилизаци ыйтăвне пырса тивекен  информацие   help21.ru ресурсра пĕлме пултараççĕ. Паянхи куна унта 90 ытла ыйту çине хурав тупма пулать. Унпа пĕрлех  ЧР Цифра  министерстви хута янă  @chuvash122_bot чат-ботра ыйтусем çине хурав тупма май пур.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *