Ун паттăрлăхне асран кăлармĕç

Асанкасси вăтам шкулĕнче «паттăр партине» уçнă чухне Украинăри çар операцийĕнче пуç хунă Д.А.Степанов пирки ырă сăмахсем нумай пулчĕç.

Çамрăк 20 çул çеç пурăннă пулин те хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче лайăх енчен çеç палăрса тăнă. Шкулта вĕренӳре аван ĕлкĕрсе пынă, ачасемшĕн лайăх юлташ пулнă. Спорта юратнă, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çӳренĕ. Районти тата республикăри ăмăртусене те пĕрре мар хутшăннă, малти вырăнсене тухнă. 2017 çулта вăл пушарта çын пурнăçне çăлнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хисеп грамотине илме тивĕç пулнă. 2018 çулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне «Пушар хăрушсăрлăхĕ» специальноçпа вĕренме кĕнĕ. Пĕлӳ илнĕ вăхăтра вăл унти пур мероприятисене те хастар хутшăннă, пур енĕпе те хăйне лайăх енчен кăтартнă.

2020 çулта вăл Раççей çарĕн ретне тăнă. Çав вăхăтра контракт енĕпе службăра тăма пуçланă. Д.Степанов кĕçĕн сержант 4-мĕш гварди танк дивизийĕн 423 мотострелковăй полкĕнче отделени командирĕ пулнă. Çарта хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Пĕрле службăра тăнисем ăна хисепленĕ. Хăй те юлташĕсене пулăшма яланах хатĕр пулнă.

Мероприятире тухса калаçакансем, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов, Елчĕк тата Комсомольски районĕсен çар комиссарĕ С.Ю.Данилов, Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Н.Карпов, Комсомольски муниципаллă округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, «Асаново» ЯХПК председателĕ А.Н.Бахтеров, Асанкасси вăтам шкулĕн директорĕ А.И.Филиппов  Д.Степанов салтакăн ашшĕ-амăшĕ ячĕпе нумай ăшă сăмах каларĕç. Ирина Михайловнăпа Александр Николаевич чăннипех те маттур ывăл çуратса  ӳстернине, ăна тĕрĕс воспитани парса, çĕршыва юратакан çын пулса çитĕнтернине палăртрĕç. А.Осипов тата С.Данилов вĕсене ывăлне вилнĕ хыççăн РФ Президенчĕ наградăланă «Хăюлăхшăн» ордена тата «80 лет образовния 423 Гвардейского мотострелкового Ямпольского Краснознаменного ордена Суворова и Кутузова II степени полка» медаль пачĕç.

«Паттăр парти» хушшине шкулта пур енĕпе те лайăх енчен  палăрса тăракан ачасем ларма тивĕç пулĕç. Пĕрремĕш хут ун хушшине 6-мĕш класра вĕренекен Александр Демьянов ларчĕ. Арçын ачана малашне те хастар пулма, вĕренӳре те, обществăлла ĕçсенче те пултаруллăх кăтартма, Тăван çĕршыва, халăха юратса, хисеплесе çитĕнме халал пачĕç.

Ю.Гаврилов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *