Сентябрĕн 21-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин тулли мар мобилизаци пирки калакан Указа алă пусса çирĕплетрĕ. Çавна май Чăваш Республикин çар комиссарĕ Бахтиер Махмаджонович Холиков хăш-пĕр ыйтусем çине хуравланă.
Бахтиер Махмаджонович, Чăваш Республикинче пурăнакансене мĕнле çар вĕренĕвĕн специальноçĕсене шута илсе повестка параççĕ тата миçе çынна?
— Тĕллеве пурнăçлама тулли мар мобилизаципе килĕшӳллĕн, кирлĕ чухлĕ çынсене чĕнсе илетпĕр. Вĕсем — стрелоксем, танкистсем, артиллеристсем, водительсем, водитель-механиксем. Унпа пĕрлех запасри граждансене кун йышши черетпе чĕнессине çирĕплетмен. Çав вăхăтрах вара, çар учечĕн специальноçĕллĕ граждансене повестка парасси тĕпре. Палăртмалла, повестка паракан граждансен йышне çар чаçĕсенчи штат комплектацийĕпе килĕшӳллĕн йĕркелетпĕр. Чи малтанах, запасри граждансен çар опычĕ пулнине шута илетпĕр.
— Тулли мар мобилизаци вăхăтĕнче граждансем миçере пулнине тата ытти япалана шута илеççĕ-и? Чăваш Республикинчен хĕрарăмсене чĕнсе илеççĕ-и?
— РФ саккунĕпе килĕшӳллĕн мобилизаци вăхăтĕнче çар тивĕçне рядовой тата сержант званиллĕ 35 çула çитмен, 50 çула çитмен кĕçĕн офицерсем, 55 çула çитмен аслă офицерсем пурнăçлама тивĕç. Енчен те çынсем çитмесессĕн çар званийĕллĕ 50 çула çитмен рядовойсене тата сержантсене повестка паратпăр.
Паллах, çар учечĕн специальноçĕллĕ хĕрарăмсем те çар тивĕçне пурнăçлама пултараççĕ. Тĕслĕхрен, вĕсен йышне медицина ĕçченĕсем кĕреççĕ. Анчах та кун йышши специалистсем сахал кирлĕ.
— Хăш категорири граждансене бронь пама пултараççĕ?
— Вырăнти хăй тытăмлăх, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен, Раççейри организацисемпе предприятисенче патшалăха кирлĕ продукци хатĕрлекен е пулăшу паракан ĕçре тăрăшакан тата çар операцийĕ вăхăтĕнче патшалăх хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă запасри граждансем çак категорие лекеççĕ.
— Çынсене пуçласа çар чаçĕсене хăçан яраççĕ?
— Палăртнă хушупа килĕшӳллĕн пĕрремĕш ушкăна сентябрĕн 26-мĕшĕнче çарсене ăсатма тытăннă.
— Тулли мар мобилизаципе килĕшӳллĕн запасран чĕнсе илнĕ граждансене мĕнле социаллă пулăшусемпе тивĕçтереççĕ тата укçа-тенкĕ параççĕ-и?
— Мобилизациленнĕ граждансем контракт мелĕпе тăракан çар çыннисенни пекех статус илеççĕ, вĕсене пур çăмăллăхпа та тивĕçтереççĕ.
«Чувашинформ» сайтран куçарса хатĕрленĕ.