Ачасемшĕн вĕрентекен те, юлташ та

Ачапа пĕр чĕлхе тупас тесен унпа çепĕç, ăшă кăмăллă пулмалла. Кирек хăш самантра та ăна ăнланма тăрăшмалла. Пĕчĕккисене хăвăн тĕпренчĕкӳ пек  юратмалла. Çакă тата ытти педагогика ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене 30 çул ытла воспитательте тăрăшакан Вера Осиповна Сенатова лайăх ăнланса çитнĕ. Унсăрăн мĕнле-ха? Ача садне килнĕ шăпăрлан кунĕпех ун куçĕ умĕнче-çке, юнашар. Унпа пĕрле вылямалла та, çав вăхăтрах воспитани  пама та пĕлмелле.

Комсомольскинчи «Колосок» ача садне çӳрекенсем Вера Осиповнăна юратаççĕ. Вăл йĕркелекен мероприятисене хаваспах хутшăнаççĕ. «Пĕчĕккисене хавхалантарма, интереслентерсе илĕртме пĕлет вăл», — теççĕ пĕрле ĕçлекенсем. Чăнах та, унăн ушкăнĕнче çĕршыври паллă кунсене халалласа конкурссем, вăйăсем ирттересси йăлана кĕнĕ тесен те юрать. Вăл хăйĕн воспитанникĕсемпе район, республика шайĕнчи мероприятисене те хаваспах хутшăнать.  Хутшăнать çеç мар, ӳсĕмĕсем те пур. Çакна тĕрлĕ сертификатсемпе Тав хучĕсем те туллин çирĕплетеççĕ. «Колосок» ача садне çӳрекенсем  республикăри «Хунав» творчество конкурсне, республикăри «Пасхальный благовест» фестивале, «Рисуем Победу — 2022» патриотизмла акцие, регионсем хушшинчи «Хусанкай вулавĕсем» фестивале, Пĕтĕм Раççейри «Трудовой и боевой подвиг чувашского народа» конкурса хутшăнса палăрнă. Çавăн пекех «Лучшая тетрадь для исследования и творчества «Моя семья в истории Великой Победы» республикăри конкурсра, Чăваш чĕлхин кунне халалланă акцире те палăрнă. «Кун пек мероприятисене  ачасене явăçтарни вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталанма май парать. Вĕсем Тăван çĕршыва юратма, хамăрăн несĕлсемпе мухтанма, тăван культурăна хаклама вĕренеççĕ», — тет Вера Осиповна. Вăл мероприятисем йĕркеленĕ чухне ачасене кирлĕ костюмсем суйласа илсе хатĕрлеме те пулăшать. Пĕчĕккисемпе пĕр тантăш пек пулса вĕсемпе юрлать, вылять, савăнать. Кирек мĕнле лару-тăрура та вĕсен кăмăлне тупма пултарать. Ачасемшĕн вăл вĕрентекен анчах мар, вĕсен çывăх юлташĕ те. Çавăнпа та шăпăрлансем ун çумĕнче пулма тăрăшаççĕ.

Вера Осиповна мĕн пĕлнипе çеç лăпланса лармасть. Хăйĕн педагогика ăсталăхне тĕрлĕ курссенче, семинарсенче ӳстерсе пырать. Ашшĕ-амăшĕпе те курса калаçма вăхăт тупать вăл, ачасене воспитани парас тĕлĕшпе кирлĕ сĕнӳсем пама     ӳркенсе тăмасть.

«Ачасене питĕ юрататăп эпĕ. Вĕсем мĕн пĕчĕкренех пур енчен те аталанса ӳсчĕр тесе тăрăшатăп», — кăмăлтан палăртать хăйĕн шухăш-кăмăлне В.О.Сенатова. Йывăç тутлă та сĕтеклĕ çимĕç патăр тесен ăна хунав чухнех лайăх пăхмалла. Ачасемпе те çавăн пекех, вĕсене мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс те кирлĕ воспитани парса ӳстермелле. Çакăншăн тăрăшаççĕ те ĕнтĕ «Колосок» ача садĕнче ĕçлекенсем. Вĕсене тата шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен воспитательсене профессионаллă уяв ячĕпе саламлатпăр. Çирĕп сывлăхпа вăй-хал, ăнăçу сунатпăр.

Ю.Гаврилов.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *