Выльăх апачĕ малалла хатĕрлеççĕ

— Кооператив территоринче М-12 автоçул туни хирти ĕçсене пурнăçлас тĕлĕшпе нумай  йывăрлăхсем кăларса тăратать, — тӳрех хăйне канăçсăрлантаракан ыйтуран пуçларĕ калаçăва «Асаново» ЯХПК ертӳçи А.Н.Бахтеров хуçалăхри ĕçсем пирки ыйтсан. Çапах та йвăрлăхсем пулсан та кунта çурхи ака-суха ĕçĕсене те ăнăçлă ирттерме пултарнă, тухăçлă тырпул çитĕнтерсе ăна тăкаксăр пуçтарса кĕртнĕ. Председателĕн пăшăрханăвне ăнланма та пулать. Хуçалăхăн хирĕсем ахаль те тикĕс мар, çитменнине М-12 трасса ăна икĕ пая пайланă. Çавăнпа та çĕнĕрен тăвакан çулăн тепĕр енне юлнă хирсене пымалли  ялан усă курнă çулсем хупланнă. Халĕ вара вĕсем патне çавраран  çитме тивет. Çакă вăхăта та нумай илет. Кунсăр пуçне    çунтармалли-сĕрмелли материалсен тăкакĕ те палăрмаллах ӳсет. Уйра ĕçленĕ чухне пĕр рейс анчах тумалла мар-çке. Çĕр ĕçченĕшĕн вара кашни уяр кун хаклă.

«Асаново» ял хуçалăх кооперативĕ кăçал 658 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пуçтарса илнĕ. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне ампар виçипе шутласан 34 центнерпа танлашать. Урпа, сĕлĕ, çурхи тулă татах та ытларах тухнă. Тырпула пуçтарса кĕртнĕ çĕрте комбайнсемпе Анатолий Салаев, Александр тата Сергей Прокопьевсем тăрăшнă. Вячеслав Яндров, Александр Максимов, Андрей Таркин, Вячеслав Школьников водительсем хиртен тырă турттарса тăнă, вĕсемех йĕтем çинче те ĕçленĕ.

Кăçал хуçалăх 136 гектар кĕрхи тулă, 31 гектар ыраш акса хăварнă. Çĕр   хатĕрленĕ çĕрте Анатолийпе Андрей Беловсем тăрăшнă, Александр Чапрасов, Николай Маргиданов, Александр Рипанов  механизаторсем акакан агрегатсемпе ĕçленĕ. Хуçалăхра кĕрхи çĕртме тăвас енĕпе те тăрăшаççĕ. Ку ĕçре Борис Чижиков вăй хурать. Ĕçе хальлĕхе 300 гектар ытла лаптăк çинче пурнăçланă.

Хальхи вăхăтра ял хуçалăх кооперативĕнче пикенсех куккурус выраççĕ. «Уй-хир пики» кăçал чăннипех те çӳллĕ   çитĕннĕ, парка ӳснĕ. Унăн çӳллĕшĕ тĕл-тĕл 4 метра яхăнах тӳпенелле кармашнă. Çак ӳсентăрана силос хунă çĕре яраççĕ. Симĕс массăна турттарнă çĕрте хуçалăхри пур техника хатĕрĕ те тăрăшать. Андрей Белов механизатор «Дон» комбайнпа куккурус вырать.

«Асаново» ЯХПК — районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ енĕпе ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри. Çавăнпа та кунта ăна çителĕклĕ таран хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Кăçал 2452 тонна сенаж хатĕрленĕ, çак паха апатăн пĕр шăтăкне уçнă, ăна выльăхсене çитереççĕ. Çакă ытларах продукци илме май парать. Хальхи вăхăтра кунти ĕнесем талăксерен 25-шер килограмм сĕт антараççĕ. «Куккурусăн симĕс масси тата тепĕр шăтăка силоспа тултарма май парать. Хальлĕхе 1600 тонна силос хатĕрленĕ, 4812 тонна утă пур. Выльăх-чĕрлĕх валли хĕл  кунĕсенче те пахалăхлă та тутлăхлă япаласемпе пуян апат çителĕклĕ пулĕ», — палăртать председатель.

Паян вара, уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курса кунта выльăх апачĕ хатĕрлессипе малалла ĕçлеççĕ. Силос шăтăкĕ хиртен килекен симĕс массăпа сехетсерен тулсах пырать… Ку культурăсене, хирсен лаптăкĕсем пĕчĕк пулнăран, 6—7 çĕре те акма тивнĕ.

 

Ю.Гаврилов. 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *