Грипран вăхăтра сыхланăр

Грипран вăхăтра сыхланăр

Çулсеренех кĕркунне çанталăк сивĕтсе пынă май, респираторлă вирус чирĕсемпе чирлекенсен шучĕ ÿсет. Респираторлă чирсене пуçарса яракансем — вируссем. Вĕсем сывă çынсене чирлĕ çынран тата уйрăмах чире ура çинче ирттерекенсенчен ереççĕ. Чире пуçаракан вируссем ÿсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă май сывлăша тухаççĕ. Сывă çынсем вара таса мар вируслă сывлăшпа сывласа чире каяççĕ. Вируссем таса мар алă урлă та лекеççĕ. Вăл организма лекнĕ хыççăн, чирĕн пĕрремĕш паллисем сисĕниччен, 2 кунран пуçласа 4—5 кун иртет.

Гриппа ытти респираторлă чирсен паллисем пĕрпекрех: ÿт температури ÿсет, вăй чакать, сăмса хупланать, çын хăйне питĕ япăх туять. Çапах та грипп самай йывăртарах иртет: вăл яланах кĕтмен çĕртен пуçланать, ÿт-пÿ температури тăруках 39—40 градуса çити хăпарса каять, пуç, мышцăсем, куçсем ыратаççĕ, тар вăйлă тухать, вăй чакать. Каярахпа тин сăмса юхма пуçлать, ÿслĕк пуçланать. Пысăк температура 4—5 кун таранах е нумайрах та тытăнса тăрать.

Йывăр чирлекенсен е чире ура çинчех ирттерекенсен грипп шала кайса, вирус энцефалитне, пневмоние тата ытти йывăр чирсене куçма пултарать. Уйрăмах час-часах тата вăраха каякан чирсемпе чирлекенсен, ача кĕтекен хĕрарăмсен асăрхануллă пулмалла.

Чирлес мар тесен, кашни çыннăн хăйĕн тăрăшмалла, иммунитета çирĕплетмелле. Çакна вара пĕр уйăхрах тума май çук. Иммунитет çирĕп пултăр тесен, кунсерен сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, тĕрĕс апатланмалла, физкультурăпа туслă пулмалла.

Грипран сыхланмалли чи лайăх мел прививка шутланать. Ёна чирленĕ вăхăтра тата аллерги паракан çынсене кăна тума юрамасть. Прививка тутарнисем гриппа нумайăшĕ чирлемеççĕ. Чирлесен те, ăна çăмăллăн ирттерсе яраççĕ. Вĕсем хушшинче чир шала кайса, ытти йывăр чирсене куçнă тĕслĕхсем питĕ сахал.
Грипран прививка хальтерех, çанталăк сивĕтиччен тусан, питĕ вырăнлă пулĕ. Çакă вăл эпидеми пуçланиччен иммунитета çирĕпленсе çитме май парать. Каласа хăвармалла, гриппран прививкăна коронавирус инфекцийĕнчен сыхлакан прививкăпа пĕр кунта тума юрать.

Хальхи вăхăтра пур поликлиникăсенче те гриппран та, коронавирусран та прививкăсем тăваççĕ. Ёна тутарма хăвăрăн поликлиникăна каймалла.

Е.Егорова,
республикăн общество сыхлавĕн, профилактика
медицинин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *