Четверг, Сентябрь 29

Хирсем пушанса пыраççĕ

Хирсем пушанса пыраççĕ

Районти хирсене кĕр сăнĕ çапрĕ. Сарă уйсем пăчĕккĕн хура тĕспе витĕнеççĕ. Çĕр ĕçченĕсем çитĕнтернĕ тырпула пуçтарса илчĕç. Районĕпе пурĕ 13604 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене çапса тĕшĕленĕ. Йĕтемсем çине 41339 тонна тырă кĕнĕ.  Вăтам тухăç кашни гектар пуçне 30,4 центнерпа танлашать. Белкинăн фермер хуçалăхĕн, «Родина» ОООн, «Рассвет» ЯХПКан вăтам кăтартăвĕсем 40 центнертан, «Слава картофелю» агрофирмăн, «Асаново» ЯХПКан 35 центнертан та пысăкрах. Кăçал уйрăмах кĕрхи тулă тата урпа пысăк тухăçпа савăнтарчĕ.

Паянхи кун хуçалăхсем пикенсех куккурус пуçтарса кĕртес, çĕрулми кăларас енĕпе тăрăшаççĕ, кĕрхи çĕртме тăваççĕ, кĕр тыррисем акаççĕ. Сентябрĕн 19-мĕшĕ тĕлне 440 гектар çинчен куккурус  пухса кĕртнĕ, 185 гектар çĕрулми кăларнă. «Иккĕмĕш çăкăрăн» вăтам тухăçĕ хальлĕхе кашни гектар пуçне 334 центнерпа танлашать. «Луч» ЯХПК 40 гектар, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ 50 гектар рапс пуçтарса илнĕ.

Районĕпе кĕр тыррисем акма 4265 гектар çĕр хатĕрленĕ, 1623 гектар кĕрхи тулă, 351 гектар ыраш акнă. Ку ĕç малалла пырать. 2949 гектар кĕрхи çĕртме тунă. Ку енĕпе «Урожай» колхоз (695 гектар), «Луч» ЯХПК (400 гектар), «Родина» ООО (400 гектар) курăмлă ĕçлеççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлесси те чарăнман. Хальлĕхе районĕпе 7667 тонна утă, 15704 тонна сенаж, 15394 тонна силос пур.

Хирсем кунсерен çу каçа çитĕнтернĕ продукцирен пушансах пыраççĕ.

Р.Басников.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code