Вторник, 10 декабря

Паха тĕллев — астăвăма упрасси

Август уйăхĕнче пирĕн хаçатăн 60-мĕш çулсенчи   штатра тăман корреспонденчĕ, ентеш Александр Борисович Сугоров профессилле журналист пулса тăнăранпа 50 çул çитрĕ. Кам-ха вăл паянхи кун? Çакна пире Коми Республикинче пурăнакан библиотекарĕн Елена Тыринан статйи уçса парать.

Александр Сугоров — Коми Республикинчи Сыктывдин районĕнчи Выльгорт ялĕн хисеплĕ гражданинĕ, журналист, çыравçă, Сыктывдин районĕн историне тăрăшуллăн упраса хăварма ăнтăлакан таврапĕлӳçĕ.

Таврапĕлӳçе вĕренме çук, таврапĕлӳ вăл — чун туртăмĕ, историлле астă- вăма сыхласа хăварассипе çыхăннă обществăлла ĕç. Александр Борисовича манăн пулас ăрусем валли пирĕн пин-пин ентешĕн пурнăçĕ çинчен астăвăма упраса хăваракан хăй ирĕкĕпе ĕçлекен таврапĕлӳçĕ теес килет. Çав çынсем çинчен вăл хăйĕн кĕнекисенче çырнă. Вĕсем — шăпине  Сыктывдинпа тата Коми Республикипе çыхăнтарнă тĕрлĕ професси çыннисем, пурнăç çине тĕрлĕрен пăхакансем, тĕрлĕ характерлă, вĕренӳ шайĕллĕ. Вĕсемпе вăл пире хăйĕн кĕнекисем урлă паллаштарчĕ, туслаштарчĕ, юнашар пурăнакансем çине тимлесе пăхма хистерĕ.

Унăн кĕнекисен геройĕсем — пирĕн хушăра. Вĕсем çынсен асаилĕвĕсенче юлĕç, мĕншĕн тесен вĕсем — хăйсен вăхăчĕн, хăйсен халăхĕн историйĕн пайĕсем.

Александр Борисович çинчен чылай ырă сăмах калама пулать. Вăл — çĕнĕ шухăшсен чăн-чăн генераторĕ, вĕсене тимлĕхсĕр хăвармалла марах, уйрăмах пирĕн тăрăха лайăхрах  тăвас тесе ĕçлеме пултаракансен.

Палевицы ялĕнче халĕ те хитре тĕлĕк пек, тав сăмахĕсемпе, ял 425 çул тултарнине халалланă уява аса илеççĕ. Унта Раççей музыканчĕ, композиторĕ, «Белый орел» ушкăнăн экс-солисчĕ Александр Ягья тата «Нэнси» ушкăн юрланăччĕ. Таçти ялта — паллă Раççей юрăçисем! Çакна йĕркелесси шăпах Александр Сугоровăн тата «СтройКом» ассоциацин генеральнăй директорĕн Владимир Торлоповăн ĕçĕ.

Александр Борисович Культура çулталăкĕнче Красная — Часово — Ивановка — Палевицы — Сотчем маршрутпа ирттернĕ авточупăва пуçараканĕ. Çак маршрута ахальтен мар суйланă, ăна Сыктывдин районĕн çурçĕр енче вырнаçнă ялĕсенче çуралнă паллă ентешсене халалланă. Унăн пархатарлă ĕçĕсен тĕслĕхĕсене нумай аса илме пулать.

Александр Сугоров — истори страницисене чĕртсе тăратакансенчен пĕри. Унăн пултарулăхĕ тăван çĕрпе, пирĕнпе пурăнакан, тăван енĕн историне çыракан çынсемпе интереслентерет. Унăн ĕçĕсем çăмăл чĕлхипе, танлаштарусен çивĕчлĕхĕпе илĕртеççĕ. Çакă паха тĕллеве пурнăçлама — астăвăма упрама, паянхи кунпа çыхăннине туйма — пулăшать.

Александр Борисович — эсир тĕлĕнмелле, энергипе тата оптимизмпа пуян çын! Сире ырлăх-сывлăх, малашне те пурнăçа юратса пурăнма сунатăп!

Н.Медведева хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *