Пятница, 19 апреля

Ветерансем паян та стройра

Аслă Отечественнăй вăрçă вĕçленнĕ хыççăн вунă çултанах çĕршывра ветерансен пĕрлешĕвĕсем йĕркелеме пуçланă. Акă, 1956 çулта вăрçă ветеранĕсен комитетне туса хунă. 1986 çулта Пĕтĕм Союзри ĕç тата вăрçă ветеранĕсен организацине йĕркеленĕ. Ăна 1991 çулхи ноябрьтен Пĕтĕм Раççейри ĕçпе вăрçă, çар, право сыхлавĕн ветеранĕсен (пенсионерĕсен) организацийĕ теме пуçланă. Апла пулин те унăн официаллă çуралнă кунĕ 1987 çул пулса тăрать.

Пирĕн районта та çав çулхи январь — февраль уйăхĕсенче организацилле пухусем пулса иртнĕ. Вăл вăхăтра пирĕн тăрăхра 7 пин те 200 ветеран, вĕсенчен 800-шĕ вăрçă участникĕсем пурăннă. Районта пурăнакан пĕтĕм халăх йышĕнче ветерансем 26 процент йышăннă. 12 колхозра тата совхозра, вĕсемсĕр пуçне предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче пурĕ ветерансен 28 пуçламăш организацийĕ туса хунă. Вĕсен пĕрремĕш председателĕсенчен паянхи кун чыла- йăшĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Çавăнпа та ячĕсене асăнса хăварасшăн. Вĕсем: С.А.Алиуллов («Дружба»), И.Н.Евгеньев («Гигант»), Н.К.Крылов («Знамя»), Н.Д.Краснов («Россия»), В.Я.Титов («Заветы Ильича»), М.М. Гибатдинов («Алга»), М.М.Сурнаев («Луч»), М.А.Маторин («Заря»), И.Ф. Мулгачев («Урожай»), Т.П.Казаков («Красный Октябрь»), Д.Г.Герасимов («Восток»), В.Т.Краснов («Комсомольский» совхоз), П.И.Сорокин («Агропромхимия»), И.Ф.Гоголев (Комсомольски вăтам шкулĕ), М.В.Орлов (КПСС парти райкомĕ), М.П.Боровков (сăра тата тутлă шывсен завочĕ), П.П.Порфирьев (РАПО), Г.В.Краснов (МПРЭО), Л.А.Драндров (МПМК), Н.Е.Браницын (райпо), О.И.Кульгеева (РСУ), Т.Г.Краснова («Эмитрон»), В.К.Кудрявцев (РТП), В.Е.Воронов (райĕçтăвком), А.А.Микенина (çыхăну узелĕ), А.Г.Скворцова (Комсомольски ял Совечĕ), В.П.Ефремова (РБУ).

1987 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ пуçару конференцине 154 делегат, район, колхозсен, предприятисемпе организацисен ертӳçисем, ĕç тăвакан органсенче тăрăшакансем, парти обкомĕн представителĕ, социаллă пулăшу министрĕ В.И.Васильев хутшăнчĕç. Унта районти ветерансен совечĕн председателĕ пулма ĕçпе вăрçă ветеранне, нумай çул районти Перекет банкĕн управляющийĕнче ĕçленĕ Ревокат Прохорович Моисеева суйларĕç. Вăл совета 11 çул ăнăçлă ертсе пычĕ,  хастар çынсене явăçтарма тăрăшрĕ, мероприятисем йĕркелесе ветерансене пĕр чăмăра пĕрлештерес енĕпе чылай ĕç турĕ. Ун хыççăн 1993—1995 çулсенче районти ветерансен советне Леонид Андреевич Драндров ертсе пычĕ. Унпа пĕрле ĕçленĕ председатель çумĕсем С.А.Алиуллов («Дружба»), С.И.Зубарев (электроподстанци), П.А.Баринов (Комсомольски ялĕ), райсовет секретарĕсем М.В.Орлов, М.Г.Дерягина, В.И.Ласточкина (пурте Комсомольски), президиум членĕсем Т.П.Казаков («Красный Октябрь»), Т.Г.Краснова («Эмитрон»), В.В.Лаврова (райбольница), М.М.Гибатдинов («Алга»), В.Г. Краснов («Комсомольский» совхоз), Н.Д.Краснов («Россия») тата ыттисем те организаци ĕçĕ-хĕлне лайăхлатас енĕпе нумай тăрăшрĕç. Юбилей çитнĕ май чылай çул ветерансен пуçламăш организацине ертсе пынă И.Я.Салмин (Хирти Сĕнтĕр), А.Б.Мустафина («Труд»), Р.Б.Шигапов (районти шалти ĕçсен пайĕ), С.И.Басников, К.В.Жестянкина («Заря»), Е.П.Волкова (райпо) тата ытти пултаруллă ветерансен ячĕсемпе ырă сăмах каламалла.

Районти ветерансен совечĕн виççĕмĕш председателĕ пулма мана суйларĕç. Паянхи кун районта пурĕ 6400 ытла ветеранпа пенсионер шутланса тăрать. Вĕсенчен тыл ĕçченĕ-сем — 233, ĕç ветеранĕсем — 3706, реабилитациленисем — 25, вăрçă ветеранĕсемпе участникĕсен тăлăх арăмĕсем — 51. Фронтовиксем иккĕн анчах тăрса юлчĕç: Ревокат Прохорович Моисеев (Комсомольски) тата Минетулла Минязетдинович Зиатдинов (Урмаел).

Эпир РФ «Ветерансем çинчен» саккунĕпе килĕшӳллĕн район администрацийĕпе, ял тăрăхĕсемпе, социаллă хӳтлĕх пайĕпе, социаллă страховани  фончĕпе,       пенси     фончĕн клиент службипе, сывлăха сыхлас ĕç, вĕренӳ, культура тата спорт учрежденийĕсемпе, обществăлла организацисемпе тачă çыхăну тытса ĕçлесе пыратпăр. Хамăрăн президиум ларăвĕсенче тата ветерансен совечĕн пленумĕсенче ватă çынсен пурнăçĕпе çыхăннă чылай ыйтăва пăхса тухса сӳтсе яватпăр. 2017 çулта ветерансем умĕнче районти 41-мĕш аптека заведующийĕ Л.В.Васильева ветерансене тата инвалидсене эмелсемпе тивĕçтересси, социаллă пулăшу пайĕн директорĕ Т.Г.Смирнова ватăсене тивĕçекен социаллă хӳтлĕхсем пирки, «Кĕтне» ФСК директорĕн çумĕ Ю.В.Боровков сывă пурнăç йĕркине тытса пырас ыйтусемпе тухса калаçрĕç. 2018 çулта «Страховая компания «Чувашия-Мед» АО генеральнăй директорĕн çумĕ Н.Х.Зинатуллина, волонтерсен юхăмĕн ертӳçи С.В.Дмитриева пленумра сăмах илчĕç. 2019 çулта пирĕн умра Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн директорĕн çумĕ, шырав отрячĕн ертӳçи В.А.Филлипова, «Каçал ен» район хаçачĕн тĕп редакторĕ А.В.Ефремова хăйсен ветерансемпе çыхăннă ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç. 2020 çулта районти вĕренӳ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене тăвакан В.П.Голыев шкулсенче çарпа патриотизмла воспитани парасси мĕнле шайра пулни çинчен каласа пачĕ. «Искра» колхозри ветерансен пуçламăш организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе Л.М.Макарова паллаштарчĕ. 2021 çулта коронавирус чирĕпе мĕнле кĕрешни пирки район больницин тĕп врачĕ Н.А.Васильев ăнлантарса пачĕ.

Ветерансен районти организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ. Ватăсем пурнăç таппинчен юлмасăр районта ирттерекен мероприятисене те хутшăнма тăрăшаççĕ, хăйсем те йĕркелеççĕ. Ялсене тирпей-илем кĕртес ĕçсенчен те айккинче юлмаççĕ. Хăш-пĕр ялсенче çамрăксене                                                ертсе те пыраççĕ. Ахальтен «Ватă çын тăватă çын» тесе каламан ĕнтĕ. Ку сăмахсене вăй-хал енчен илсе каламан, пурнăç опычĕпе, ăс-хакăл аталанăвĕпе ветерансен сĕнӳ-канашĕ çитĕнекен ăрушăн питĕ паха пулмалла. Масарсене, урамсене тирпей кĕртнĕ чухне вĕсем нихăçан та айккинче юлмаççĕ.

Эпир республикăри ытти ветерансен организацийĕсемпе те çыхăну тытатпăр. Акă, кăçалхи февраль уйăхĕнче Шăмăршă районĕнчи ветерансен совечĕпе тĕлпулу ирттертĕмĕр. Çакă пĕр-пĕрин опычĕпе паллашас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Вĕсемпе районти «Çĕр тата çынсем» музейре, кулаксен пăлхавĕнче пуç хунă комсомолецсене асăнса лартнă палăк патĕнче пултăмăр, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă монумент умне чечек çыххисем хутăмăр. Республикăри ветерансен советне туса хунăранпа 35 çул çитнине халалласа альбом-эстафета хатĕрлесе Йĕпреç районне  çитертĕмĕр. Ку тĕлĕшпе районти ветерансен президиумĕн членĕ Т.Г.Смирнова пысăк пулăшу панине палăртмалла. Хальхи вăхăтра Чăваш Енри ветерансен юхăмĕ пирки кĕнеке хатĕрленĕ май, ун валли те материалсем тăратас енĕпе ĕçлетпĕр.

Хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертӳçисемпе тачă çыхăну йĕркелени те нумай пулăшать.

Пирĕн организацире тĕрлĕ отрасльте нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе чыс-хисеп çĕнсе илнĕ çынсем сахал мар. Вĕсем паянхи кун та, тивĕçлĕ канура пулсан та, районăн обществăлла политикăллă, культурăпа спорт ĕçне хастар хутшăнаççĕ, хăйсен тĕслĕхĕсемпе çитĕнекен ăрăва хавхалантарса пыраççĕ. Вĕсенчен хăшне-пĕрне палăртса хăварас килет. Маргарита Ивановна Федорова сывлăха сыхлас ĕçре 40 çул ытла тăрăшать. Чылай çул районти тĕп больница коллективне ертсе пынă, халĕ те ĕç вырăнĕпе сывпуллашман. Нумай наградăсене тивĕçнĕ. Вăл «Кубняночка» ансамбле çӳреме те вăхăт тупать. Людмила Михайловна Макарова «Искра» колхозри ветерансен советне 2010 çултанпа ертсе пырать. Нумай çул вĕренӳ системинче вăй хунă, шкул директорĕнче ĕçленĕ. Хастар пулнăшăн Ĕç Мухтавĕ орденăн III степеньне илме тивĕç пулнă. Халĕ  «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕнче ĕçлеме те вăхăт тупать. Петр Васильевич Лапшин «Комсомольский» шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕсен пуçламăш организацийĕн председателĕнче 2005 çултанпа вăй хурать. 20 çул ытла йĕрке сыхлавĕн органĕнче ĕçленĕ, чылай çул районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ пулнă. Ăна чылай медальсемпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă. Василий Иванович Пундяков чăн-чăн спорт тусĕ, пенсионерсем хушшинче ăмăртусем йĕркелекенĕ, паянхи кун та йĕлтĕр çине тăрса çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартакан. Вăл çавăн пекех обществăлла ĕçсенче те маттур. Хăй вăхăтĕнче «Химик», «Эмитрон» заводсенчи ветерансен совечĕсен председателĕнче ĕçленĕ. Василий Иванович «Раççейри пенсионерсен союзĕн» районти уйрăмне ертсе пырать. Петр Тихонович Ядров 40 çул ытла «Красный Октябрь» колхозра трактористра тăрăшнă, «ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята, Хисеп Палли ордена тата нумай Хисеп грамотине тивĕçнĕ. 2003 çултанпа Аслă Çĕрпӳел ялĕнчи ветерансен пуçламăш организацине ертсе пырать. Ун пек пултаруллă çынсене татах та нумай асăнма пулать.

Районти ветерансен совечĕн хастарĕсен йышĕнчен уйрăмах библиотека ĕçченĕсен ветеранĕсен совечĕн председателĕ В.Т.Яковлева, районти халăха социаллă пулăшу паракан центрăн ертӳçи Т.Г.Смирнова, районти культура çурчĕн методика центрĕн ертӳçи В.Н.Курицына, РФ Пенси фончĕн клиент службин ертӳçинче ĕçленĕ И.Г.Белобаева, районти социаллă хӳтлĕх пайĕнче ĕçленĕ И.А.Никитина пултаруллă пулнине палăртас килет.  Ветерансен совечĕсен председателĕсен М.А.Краснова («Рассвет»), А.Ф.Волков (Нĕркеç) тата ветерансен юхăмне хастар хутшăнакан А.И.Турханов ячĕсемпе те ырă сăмах нумай калас килет. 2005 çултанпа ветерансен вырăнти советне Л.М.Тихонова (Çĕнĕ Шăхран), В.В.Микенина («Слава» ЯХПК), Е.В.Сергеева («Луч» ЯХПК), В.И.Тяканова (Çĕнĕ Сĕнтĕр), А.С.Васильева (Хирти Мăнтăр), В.Г.Портнов (Çĕнĕ Кипеç),  М.И.Михайлова (Аслă Çĕрпӳел) ăнăçлă ертсе пыраççĕ. Юлашки çулсенче ветерансен пуçламăш организацийĕсене Н.Н.Паркова (аптека), В.Н.Хораськина (райадминистраци), Е.Н.Александрова (районти культура çурчĕ), Г.Г.Смирнова (Кивĕ Сĕнтĕр), Г.А.Можаева (Киров поселокĕ), Н.А.Смирнова (Йăлмахва), А.Ш.Незиров («Дружба» ЯХПК), А.Н.Павлов («Заря» ЯХПК), Г.Н.Уральская («Восток» ЯХПК), Е.М.Салаев («Асаново» ЯХПК) ертсе пыма пуçларĕç. Вĕсем хăйсене шаннă ĕçе ăнăçлă пурнăçласа пыраççĕ.

2000 çулхи март уйăхĕнче ĕçре тунă çитĕнӳсене тата районти ветерансен юхăмне хастар хутшăннă тата хутшăнакансен ячĕсене районти ветерансен Хисеп кĕнекине çырса хума пуçларăмăр. Çак йышăнăва йышпа пăхса тухса тăватпăр. Ку тарана çитиччен унта пултаруллă 26 ветеран ятне кĕртрĕмĕр. С.А.Алиуллов, В.В.Лаврова, Р.П.Моисеев, Ю.С.Тимофеев ячĕсем вара  Чăваш Республикин ветерансен организацийĕн Хисеп кĕнекинче.

Нумаях пулмасть иртнĕ пленумра ветерансем туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетнипе пĕрлех малашнехи тĕллевсене те палăртрĕç.  Тĕллевĕсем вара çавсемех юлаççĕ. Район пурнăçне хастар хутшăнасси, ун аталанăвĕшĕн мĕн пултарнă таран тăрăшасси, çитĕнекен ăрăва çарпа патриотизмла воспитани пама пулăшасси, ватă çынсен йăлапа пурнăç условийĕсем мĕнле шайра пулнине асăрхаса тăрасси, вĕсене пулăшасси…

Ю.Тимофеев,

районти ветерансен совечĕн председателĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *