Пятница, 26 апреля

Çĕнĕ клуб халăха пĕрлештерĕ

ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа пĕрле Тукай ялĕнче çĕнĕ культура çурчĕ хăпартас енĕпе ĕçсем мĕнле пынине тĕрĕсленĕ.

Культура çуртне «Культурăна тата туризма аталантарасси» программăн «Клуб евĕр муниципаллă учрежденисене тăвасси (реконструкцилесси)» çумпрограммипе килĕшӳллĕн тăваççĕ. Строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе «Геолог» ОООн директорĕн çумĕ Павел Елисеев паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, шалти ĕçсен пысăк пайне тунă та ĕнтĕ, кĕçех чӳречесем тата алăксем вырнаçтарса лартма пикенĕç.

«Культурăпа кану учрежденийĕсен ĕçĕ пирки калас пулсан, паянхи кун халăхăн шухăш-кăмăл тата ӳт-пӳ тĕлĕшĕнчи сывлăхне упрас, пурнăç пахалăхне ӳстерес тесе нумай ĕçленине палăртмалла. Ялти культура çурчĕ çынсен обществăлла тата культурăлла пурнăçĕн центрĕ, ял çыннисем пĕр-пĕринпе хутшăнма тата творчествăлла пултарулăхне аталантарма пултаракан вырăн шутланать. Çавăнпа та çак çĕнĕ культура çурчĕ те эпир кĕтнипе пĕр килессе, халăха çĕнĕ форматпа иртекен культура мероприятийĕсене илĕртекен вырăн пулса тăрасса шансах тăратăп», — уçнă шухăшне Светлана Каликова.

«Ялти культура çурчĕ — кашни ялăн чун-чĕри. Тукайри çĕнĕ культура çурчĕ çитĕннисемшĕн те, ачасемшĕн те культура пурнăçĕн центрĕ пулса тăрĕ. Кунта ял çыннисем хăйсен пушă вăхăтне ирттерме, пултарулăхне аталантарма, çĕнĕ талантсем уçма пултарĕç», — палăртнă Александр Осипов. 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *