Сасăлав иртрĕ, депутатсем паллă

Район çыннисем сентябрĕн 11-мĕшĕнче Комсомольски муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн 1-мĕш созывĕн  депутачĕсене  суйларĕç. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшӳллĕн, районти суйлавçăсен 59,73 проценчĕ (11321 çын) суйлава хутшăннă. Вĕсем 17 округра депутатсене суйланă.

Малтанхи пĕтĕмлетӳсем çапларах: А.В.Журавлев (1-мĕш округра),   В.В.Кополухин (2-мĕш округра),  В.Н.Кокарев (3-мĕш округра), А.Н.Зайцев (4-мĕш округра), И.И.Ефремова (5-мĕш округра), С.Н. Грачева (6-мĕш округра),  А.В.Тихонов (7-мĕш округра), А.Н.Бахтеров (8-мĕш округра), С.Г.Катиков (9-мĕш округра),  Р.Х.Идиатуллин (10-мĕш округра), Р.М. Мансуров (11-мĕш округра), Ф.Х.Камалтдинов (12-мĕш округра), И.З.Ямалиев (13-мĕш округра), И.Р.Айсын (14-мĕш округра), А.В.Семенов     (15-мĕш округра), В.А.Никифоров (16-мĕш округра), Г.М. Гаврилова (17-мĕш округра) депутата суйланнă. 

Суйлава мăшăрпа, çемьепе, туссемпе, тăвансемпе пĕрле килекенсем йышлă пулнă. Унпа пĕрлех суйлав участокĕсен комиссийĕсен членĕсем  ватă тата çӳреймен çынсем патне çитсе  сасăлав ирттернĕ.

 Чи малтан килте хăй сассине параканĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, 100 çулхи Р.П.Моисеев пулнă.  «Çакăн пек паллă кунран айккинче юлма хăнăхман эпĕ. РФ гражданинĕ пулнă май,  суйлава хутшăнса  вăл е ку кандидат пирки хамăн сасса пама тивĕçлĕ. Хамăн гражданла тивĕçе ĕмĕр тăршшĕпех туса пынă, малашне те çав тĕллевлĕ», — тенĕ Ревокат Прохорович.

Çулĕсене пăхмасăрах ватă çынсем  суйлав участокĕсене те çитнĕ. Акă, Асанкасси ялĕнче пурăнакан  К.А.Филиппова 89 çулта пулин те пĕр суйлавран  та юлман. Нĕркеçре пурăнакан Роза Гурьевнăпа Викентий Иванович Герасимовсем  те суйлав кунĕнче участока чи малтан килекенсенчен пĕрисем пулнă.

— Мăшăрпа эпир пĕр суйлавран та юлман. Çĕршыв, республика  шăпи мĕнле  пуласси камсем депутат пулнинчен нумай килнине ăнланатпăр. Çавăнпа кашни суйлаврах культура çуртне  çитсе сасăлатпăр, — пĕлтернĕ ветерансем.

Суйлава çемйисемпех килекенсем те сахал мар  пулнă. Тĕслĕхрен,  Çĕнĕ Кипеçри  818-мĕш суйлав участокĕнче Ивановсем ачисемпе, мăнукĕсемпе  пĕрле сасăланă.   

Суйлав участокĕсенче  пĕрремĕш хут сасăлакансем те чылай пулнă, вĕсене парнесемпе хавхалантарнă.

Суйлав кунĕнче районта 38 суйлав участокĕ ĕçленĕ. Вĕсенче 224 ĕçчен тимленĕ.  Суйлав пынине 101 çын пăхса тăнă.

А.Антонова хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *