Ыйту — хурав

— Пенсионер ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ĕç шырама пултарать-и?

— Çапла. Карьера консультанчĕсем пенсионер валли    профориентировани ирттереççĕ, резюме тума пулăшаççĕ, собеседовани валли хатĕрлеççĕ тата вакансисем тупса параççĕ. Кирлĕ пулсан тӳлевсĕрех вĕренме яраççĕ.

Енчен те пенсионера ваканси шырассинче çеç пулăшу кирлĕ пулсан ĕçпе тивĕçтерекен центра вăл хăй пыни кирлех мар, çакна дистанци мелĕпе «Работа России» портал урлă та тума пулать.

— Пенси çумне паракан социаллă хушма тӳлев шайне мĕнле палăртаççĕ?

— Регионти чи пĕчĕк ĕç укçи шайĕнчен сахалрах пенси илекен ĕçлемен пенсионерсене пурăнмалли чи пĕчĕк виçе таран тупăш илме пенси çумне хушма тӳлев палăртаççĕ. Унăн шайĕ çине мĕнле пенси пулни (ватлăхпа е инвалидноçпа) тата çын миçере пулни витĕм кӳмест. Хушма тӳлев валли уйрăм заявлени çырмалла мар. Ăна çаплах палăртаççĕ.

— Вăхăтлăх регистраци тунă вырăнта эпĕ ĕçсĕр юлнисене паракан пособие илсе тăма заявлени пама пултаратăп-и?

— Ĕç министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кун пек тума юрамасть. Ялан пурăнакан вырăнта çеç ĕçсĕррисен биржине тăма тата çавна май пособи илсе тăма пулать. Анчах та эсир çĕршывăн хуть те хăш кĕтесĕнчен те «Работа России» портал урлă ĕç шырама е профориентировани витĕр тухма пултаратăр. Çакна валли ĕçсĕррисен статусĕ кирлĕ мар.

— «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» награда çумне паракан укçа шайĕ улшăннă-и?

— Августăн 15-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Амăшĕ-героиня» ята каялла тавăрмалли тата «Ашшĕ- амăшĕн мухтавĕ» награда çумне паракан укçан шайне улăштармалли çинчен указа алă пуснă. Ку наградăн орден тата медаль пур.

«Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» ордена 2008 çулта туса хунă. Ăна 7 тата ытларах ача çитĕнтерекен çемьесене параççĕ. Наградăна çиччĕмĕш ача 3 çула çитнĕ хыççăн çеç илме пулать. Унччен орден çумне 200 пин тенкĕ панă. Халĕ çак суммăна 500 пин тенкĕ таран ӳстернĕ.

«Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» медале 2010 çулта туса хунă. Ăна 4 ачаран кая мар çитĕнтерекен çемьесене, кĕçĕн ачи 3 çул тултарнă хыççăн параççĕ. Унччен ку награда çумне укçа паман, халĕ 200 пин тенкĕ пама йышăннă. 

— 2020 çулта электрон ĕç кĕнекисем пурнăçа кĕчĕç. Эпĕ вара хамăн ĕç вырăнĕнче ĕç кĕнекин çакăн тĕсне суйласа илнĕччĕ. Халĕ ĕç вырăнне улăштарма  шутлатăп. Çĕнĕ çĕре куçнă май ăна мĕнле кăтартмалла?

— ,ç кĕнекин электрон тĕсĕ те хутли пекех хăш организацире ĕçленине тата  стажа палăртать. 2020 çулта электрон ĕç кĕнеки пурнăçа кĕме пуçланăран чылай çын ăна суйланă.

Электрон ĕç кĕнеки суйланă çын информацие хут çине кăларса е электрон майпа кăтартма пултарать. Çапла майпа унăн кăтартăвĕсене шута илеççĕ те.

,çрен каякан специалиста çакна хут çинче е электрон майпа парса ямалла.

Электрон ĕç кĕнекинчи кăтартусене Раççей Пенст фончĕн сайтĕнче, Пĕрлехи патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче тупма май пур. Çавăн пекех хăш организацире штатра тăнипе çыхăннă ыйтăва нумай функциллĕ центрта, Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕнче тивĕçтерĕç.

Енчен те çын электрон ĕç кĕнекине суйланă пулсан хут çинчи вăйне çухатать. 2020 çулчченхи кăтартусене пĕлмешкĕн ăна сыхласа хăвармалла.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *