Воскресенье, 28 апреля

Журналист ĕçĕпе паллашаççĕ

Журналист ĕçĕпе паллашаççĕ

Сентябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче «Грани» хаçатпа Раççейри çамрăк журналистсен лиги «Çамрăк журналист шкулĕ» пĕрлехи проект пуçарнă. Шкул ачисем валли тӳлевсĕр занятисем Çĕнĕ Шупашкар хулинче иртеççĕ.

«Çак шкулта медиапа çыхăннă  ĕçсене тума: текстсем çырма, сюжетсем хатĕрлеме, репортаж сăнӳкерчĕкĕсем тума, блогсем тата социаллă сетьсенчи страницăсем ертсе пыма вĕрентеççĕ», — пĕлтернĕ Раççейри çамрăк журналистсен лигин Чăваш Енри координаторĕ Евгений Суховей.

Занятисене «Грани» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем тата медиа сферинчи экспертсем ирттереççĕ. Проекта хутшăнакансемпе тĕрлĕ медийлă персонăсем те тĕл пулĕç. Вĕренекенсем хăнасенчен интервью илсе хăйсене практикăра тĕрĕслĕç, кирлĕ ыйтусем пама вĕренĕç.

Шкул ачисен чи лайăх материалĕсене «Грани» хаçатра тата хула кăларăмĕн сайтĕнче пичетлĕç. Вĕренекенсем хăйсен пичете кайнă материалĕсене портфолиона кĕртме пултараççĕ. Çакă вĕсене аслă вĕренӳ заведенине вĕренме кĕнĕ чухне пулăшĕ.

Журналистсен шкулĕн программи сентябрĕн 7-мĕшĕнче 16 сехетре Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча тата çамрăксен библиотекинче иртрĕ. Малалла занятисем библиотекăра эрнере пĕр хутчен иртĕç.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *