Четверг, 8 декабря

Шăнкăрав урока йыхравлать

Шăнкăрав урока йыхравлать

Эпир çулсерен кĕркуннен пĕрремĕш кунĕнче  Пĕлӳ кунне паллă тăватпăр.   Кĕнекесем, чечексем, савăнăçлă пăлхану, пĕр- пĕриншĕн  тунсăхласа çитнĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсем… Çак кун вĕренӳ учрежденийĕсем  алăксене  тараватлăн яри уçрĕç, классем ачасен хаваслă сассисемпе тулчĕç. 

Йăлана кĕнĕ йĕркепе  районти шкулсенче сентябрĕн 1-мĕшĕнче савăнăçлă линейкăсем иртрĕç. Каникулта канса вăй илнĕ ачасене  шкулсем хаваслă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов, район прокурорĕ О.Васильев, Луцки чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий атте, «Молодая Гвардия» вырăнти уйрăмĕн ертӳçи В.Кокарев  саламларĕç. Вĕсем вĕренекенсене — пĕлӳ илме ăнтăлма, лайăх паллăсемпе  вĕренме, çитĕнӳсем тума, вĕрентекенсене — тарăн пĕлӳ пама, ăсталăха ӳстерсе пыма сунчĕç.

Е.Савельев шкул директорĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсене тата ашшĕ-амăшĕсене çĕнĕ вĕренӳ çулĕпе саламласа вĕренӳ  кăсăклă та хаваслă тата яваплă ĕç пулнине палăртрĕ, паха пĕлӳ илме сунчĕ.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче линейка савăнăçлă та асра юлмалла пулчĕ.  Педагогсене,  ачасене, ашшĕ-амăшĕ- сене ЧР спорт тата физкультура министрĕ В.Петров, шкул директорĕ И.Соловьева,   Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Илларионова тата ыттисем уявпа саламларĕç.   Маттур та хастар, вĕренӳре палăрнă ачасене Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе чысларĕç. 

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуриншĕн те çутă та усăллă пултăр, пултарулăхпа тата кăсăклă хутшăнупа тултăр, ачасемпе вĕрентекенсене  ăс-хакăл енчен пуянлаттăр.

А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *