Вторник, 23 апреля

Хирсем тырăран, улăмран пушанаççĕ

Хирсем тырăран, улăмран пушанаççĕ

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче вырма ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. «Слава картофелю» агрофирма, Самаринăн фермер хуçалăхĕ, «Искра» колхоз, «Труд», «Рассвет» ЯХПКсем тата хăш-пĕр хуçалăхсем кĕр тата çур тыррисене йăлтах пуçтарса илнĕ.

Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем 10200 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене вырса çапса тĕшĕленĕ. Вăл шутран 2198 гектар кĕрхи тулă, 683 гектар ыраш, 2188 гектар çурхи тулă, 3772 гектар урпа, 1096 гектар сĕлĕ, 158 гектар пăрçа, 105 гектар вика пуçтарса илнĕ. Йĕтемсем çине 31796 тонна тырă кĕнĕ. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне 31,2 центнерпа танлашать. Кăçал кĕрхи тата çурхи тулăсем, урпа аван тухаççĕ. Комбайнсем хыççăн улăма пуçтарсах пыраççĕ, тюкласа выльăхсем валли хатĕрлеççĕ, ĕçлекенсене валеçсе параççĕ.

Кĕрхи çĕртме тăвасси малалла пырать. Çак ĕçе 1445 гектар çинче пурнăçланă. Районĕпе 3328 гектар кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрленĕ. Пурĕ хальлĕхе 495 гектар кĕрхи тулă, 31 гектар ыраш акнă.

Выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе те ĕçлеççĕ. Хальлĕхе районти фермăсем валли 7496 тонна утă, 15704 тонна сенаж, 5241 тонна силос пур.

Р.Басников.  

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *