Çак кунсенче Комсомольскинчи культура çуртĕнче районти педагогсен август уйăхĕнчи конференцийĕ иртрĕ. Унта педагогсем, воспитательсем хутшăнчĕç.
Конференци ĕçне Комсомольски район администраци- йĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алексей Лукшин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн — вĕренӳ уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Митюков хутшăнчĕç.
«Шкулта ачасене пĕлӳ илме çеç мар, пур енлĕн аталанма та условисем туса памалла. Вĕсен пултарулăхне кĕçĕн классенчех асăрхаса ăна аталантарма пулăшмалла. Паян шкулсене çĕнететпĕр, оборудованипе, техникăпа тивĕçтеретпĕр», — терĕ Александр Осипов вĕрентекенсене тăрăшуллă ĕçшĕн тав туса тата çĕнĕ вĕренӳ çулне кĕтсе илме хатĕр пулнишĕн.
Иртнĕ вĕренӳ çулĕнчи ĕç-хĕлпе Юрий Митюков паллаштарчĕ.
Районти вăтам тата тĕп шкулсенче кăçал 2701 ача пĕлӳ илĕ. Çав шутран пĕрремĕш класа 243-шĕ килмелле.
РФ Президенчĕ Владимир Путин 2023 çул Раççейре Педагогпа наставник çулталăкĕ пулассине пĕлтерчĕ. Апла-тăк вĕрентӳ ыйтăвĕсене тимлĕх тата ытларах уйăрмалла. Ку отрасле чи лайăх кадрсем килччĕр тесе вăй хумалла. Шел пулин те, районта педагогсем çитмеççĕ. Кĕçĕн классене вĕрентекен, математик, ют чĕлхе предмечĕн педагогĕ кирлĕ.
Вăл кĕскен 9 тата 11 классенчен вĕренсе тухнă чухнехи ачасен экзаменĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Кăçал шкул пĕтерекен 88 ача экзамен тытнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ вырăс чĕлхи, математика, истори, литература, ют чĕлхе, хими, физика предмечĕсемпе пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Шкул пĕтерекенсем литература тата истори предмечĕсемпе пысăкрах бал пуçтарма пултарнă. 12 выпускник шкула медальсемпе вĕçленĕ.
9-мĕш класран вĕренсе тухакан 263 ача экзамен панă. Тĕрĕрслев витĕр ăнăçлă тухнă 238 вĕренекен алла аттестат илнĕ. Ыттисем сентябрь уйăхĕнче тепĕр хутчен экзамен тытаççĕ.
Шкулсенче «Точка роста» кабинечĕсем уçни те мал ĕмĕтлĕ ачасене аталанма, профориентаципе ĕçлеме тата çамрăкăн шкултах кам пулассине палăртма май парать. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче «Точка роста» кабинетсем тата тăватă шкулта ĕçлеме тытăнаççĕ. Районĕпе вара 12 шкулта вĕренӳ центрĕсем ĕçлеççĕ. Унта пĕлӳ пухакан ачасем хăйсен ăсталăхне пĕрре мар кăтартнă. Вĕрентекенсемпе шкул ачисем конкурссене хутшăнаççĕ, проектсем хатĕрлеççĕ. Акă, конференцире те вĕсем фойере ăсталăхпа паллаштарчĕç.
Вĕренекенсен тата вĕрентекесен ĕç хаклавĕ вăл — конкурссене хутшăнни. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче регион, Раççей тата тĕнче шайĕнчи олимпиадăсене 40 ача хутшăннă. Вĕсенчен чылайăшĕ вара малти вырăнсене йышăннă тата призерсен йышне кĕнĕ.
Малашне шкулсенче директорсен воспитани енĕпе ĕçлекен канашçисем пулаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ енлĕ специалистсем пулĕç, воспитани ĕçне тĕллевлĕ илсе пыма пулăшĕç. Вĕренӳ учрежденийĕсенче çавăн пекех патшалăх символĕсене пысăк тимлĕх уйăрĕç, кашни линейкăрах Раççей тата Чăваш Ен ялавĕсене çĕклĕç, гимнĕсем янăрĕç.
Шкул ачисем обществăлла пурнăçа хастар хутшăнма пултарччăр тесе тăрăшмалла. Çитĕнекен ăру çĕршыв, çут çанталăк, çын, туслăх, çемье, пĕлӳ, сывлăх, ĕç, культура, илем мĕнне шкултанах пĕлсе тухтăр. Çакна шута илсе ĕçлеççĕ педагогсем. Шкулсенче тĕрлĕ юхăмсем вăй илеççĕ. Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи «Наследие» клуб нумай конкурс çĕнтерӳçи. Вĕсем яланах шыравра.
Çавна май Раççей вĕренӳ министерстви шкулсенче «Кирли çинчен калаçу» анлă проекта ĕçе кĕртме палăртать. Вăл музейсен, театрсен, музыка коллективĕсен, çĕнĕ спорт секцийĕсен ĕçне йĕркелесе пымалла.
Районта хушма пĕлӳ паракан 3 учреждени ĕçлет. Вĕсем те çитĕнекен ăру ăсталăхне аталантарма пулăшаççĕ. Шкул çулне çитмен учрежденисене çӳрекен ачасем вĕренӳ системин никĕсне унта хываççĕ. Вĕсенче 87 çын ĕçлет. Шкул çумĕнчи ача садикĕсене тата садиксене 833 шăпăрлан çӳрет. Унти педагогсен професси пĕлĕвне ӳстерес тĕлĕшпе те конкурссем ирттереççĕ. 2022 çулта «Колосок» ача садĕнчи Алина Бурлакова воспитательница районта çĕнтерӳçĕ пулчĕ. Пĕчĕкскерсемпе ĕçлекенсем тĕрлĕ шайри тупăшăва хутшăнаççĕ.
Конференцире вĕрентӳ организацийĕсене номинацисемпе, ĕçре пуçарулăхпа хастарлăх кăтартнисене сумлă наградăсемпе хавхалантарчĕç.
Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнчен «Манăн шкул» вĕрентӳ платформине çул пама тытăнасшăн. Çавна май, вĕренӳ кĕнекисем патне компьютерпа ачасем хăйсем тĕллĕн çăмăллăнах кĕме пултарнăран, педагогсен тиевĕ кăштах чакĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ ăнăçлă, тухăçлă пултăр!
А.Мариян.