«Ылтăн» хурт ĕçчен çынна кăмăллать

Çуллахи кун çут çанталăк пур çĕрте те хитре. Тӳпере тăри юрлать. Шăнкăртатса шыв юхать. Тырă пуссисем çилпе илемлĕн чӳхенеççĕ. Хĕвеллĕ кун пыл хурчĕсем те чечек çинчен чечек çине вĕçеççĕ. Çĕр çинче кашни чĕрĕ чун ĕçлĕ. Айккинчен кирек хăшне те пăхса тăма кăмăллă. Сăнама пĕлсен пушшех те.

Пыл хурчĕсенчен ĕçченреххи пур-ши çĕр çинче? Мĕн чухлĕ тăрăшмалла-çке вĕсен вĕллесене пылпа тултарма. Çавăн пекех çак хурт-хăмăра пăхакансен те ырми-канми вăй хумалла. Тухăç мĕн чухлĕ пулни тата унăн пахалăхĕ вĕсенчен те нумай килет.

Августăн 16-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче «Пыл уявĕ» фестиваль иртрĕ. Тĕрлĕ ялсенчен хурт-хăмăрçăсем пуçтарăнса пĕр-пĕринпе кирлĕ ыйтусене сӳтсе яврĕç, паха продукципе паллаштарчĕç. Курма килнĕ çынсем «сарă ылтăна» тутанса пăхрĕç, хăйсен кăмăлне кайнă пыла туянчĕç.

Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Селиванов хутшăнчĕç. Вĕсем ăстасене паллă кунпа саламларĕç, çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунчĕç.

— Фестиваль тĕллевĕ — хурт хăмăрçăсен продукцийĕпе район çыннисене ытларах паллаштарасси, туянма майсем туса парасси. Çав вăхăтрах вара пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашни те паха. Фестивале районта пуçарса яни ахальтен мар, унăн çулсеренех вăй илсе, аталанса пымалла, — терĕ Александр Николаевич.

Пыл фестивальне Тури Тимĕрчкассинчен А.Степанов, Кĕçĕн Каçалтан Пурлушкинсем, Вăрманхĕрри Чурачăкран Илеменовсем, Хирти Мăнтăртан Г.Крылов, Хирти Сĕнтĕртен М.Пильщикова, Асанкассинчен Р.Яковлева хутшăнчĕç. Кашниех хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕç.

Степановсен çемйи вăрманти утарĕнчен тухма пĕлмесĕр вăй хурать. Вĕсен хурчĕсем çăка пылне пуçтараççĕ. Алексей Петрович çак ĕçе ашшĕнчен вĕренсе юлнă. Вăл кашни çулах хурт-хăмăрçăсем валли йĕркеленĕ семинарсене хутшăнать. Нумай пулмасть Тутарстанран  пĕлӳ илсе таврăннă.

Кĕçĕн Каçалта тĕпленнĕ Николай Андреевичпа унăн ывăлĕ Леонтий Пурлушкинсем хуртсемпе нумай çул каяллах туслашнă. Халĕ вĕсен вăрман çывăхĕнче утар пур. Вĕсем пыл çеç юхтарса илмеççĕ, ытти тĕрлĕ продукци те хатĕрлеççĕ. Пурлушкинсем курма килнĕ çынсене хурт-хăмăрçăн хатĕрĕсемпе те тĕплĕн паллаштарчĕç.

Людмила Андреевнăпа Владимир Иванович Илеменовсем 1990 çултанпах хурт пăхаççĕ. Вĕсем çак ĕçе хăйсем пуçарса янă. Пĕлĕвне анлăлатма хаçат-журнал нумай вулаççĕ.

Г.Крылов хресчен çемйинче çуралса ӳснĕ. Герман Николаевич та пĕчĕккĕллех ашшĕпе пĕрле хурт пăхма вĕренсе ӳснĕ.  Паянхи кун Крыловсен çемйи çак ĕçе малалла тăсать. Кăçалхи çулччен Крыловсем горчица тути калакан пыл илсе курман. Çакă вĕсемшĕн çĕнĕлĕх пулнă.

Мария Григорьевна Пильщикова — районти хурт-хăмăрçăн обществин ертӳçи. 40 çул ытла пыл хурчĕсемпе пĕр чĕлхе тупать. Пуян опытлă специалист семинарсенче тăтăшах пулать. Хурт-хăмăртан туса илнĕ тĕрлĕ продукцин сиплев мелĕсене пĕлет.

Римма Васильевна Яковлева качча кайнăранпа мăшăрĕпе пĕрле пыл хурчĕсемпе ĕçлет. Çак ĕçĕн вăрттăнлăхне те уçса пачĕ маттур хĕрарăм. Вăл — ĕçе юратса, чуна парса ĕçленинче иккен. Ашшĕпе амăшĕ ачисене те çак ĕçе явăçтарса ӳстереççĕ.

Пыл вăл çут çанталăкăн «шĕвек ылтăнĕ». Паха çимĕçе нимĕнпе те танлаштараймăн. Ăна туса илес тесен сахал мар тăрăшмалла. Хурт-хăмăрçăсен те пыл хурчĕсем пек ĕçчен пулмалла.

А.МАТРОСОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *