Чиртен асăрханмалла

Чăваш республикин тата Ульяновск облаçĕн Россельхознадзор управленийĕ Тутарстан республикинчи Спаск районĕнче уйрăм çын хуçалăхĕнче сыснасен африка чумине тупса палăртни çинчен пĕлтерет.

Раççейре вара çулталăк пуçланнăранпа çак чире 55 çĕрте регистрациленĕ. Вĕсенчен 28-шĕ килти, 27-шĕ хир сыснисем пулнă. Паянхи куна вăл енĕпе 31 тĕлте хăрушă шутланать. Пирĕн тăрăха та çав чир лекесрен асăрханас шутпа Россельхознадзор управленийĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсене тимлĕхе ӳстерме чĕнет. Çавăнпа та сыснасене тата унăн продукцине санкципе палăртман вырăнсенче, пасарта, канмалли кун ярмарккисенче сутма чармалла. Вырăнти сыснасен йышне шута илмелле. Вĕсене ирĕкре çӳретмелле мар. Килти хуçалăхра, фермер хуçалăхĕнче тата ытти сыснасем тытакан вак хуçалăхсенче пусма юрамастьĕ Уйрăм çынсен те, хуçалăхсен ертӳçисен те ку выльăх вилнĕ е чирленĕ тĕслĕхсем пулсан кирлĕ çĕре пĕлтермелле. Уйрăм çынсемпе те, хуçалăхсен ертӳçисемпе те çак енĕпе инструктажсем ирттермелле. Ветеринари правилисене пăсса сысна усранă, пуснă, сутнă тĕслĕхсем пирки кирлĕ документсемпе фото тата видео материалсем тăратса Россельхознадзор управленине пĕлтермелле.

Н.Романов,

управленин ертӳçин ĕçĕсене пурнăçлаканĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *