Пĕрле пуçтарăнчĕç, чечек çыххисем хучĕç

Салтак пăттине çинĕ вăхăтсем çулсем иртсен те манăçмаççĕ. Вăл е ку çарта службăра пулнисем хăйсен пĕрлешĕвĕсене йĕркелеççĕ, паллă кунсенче пĕрле тĕл пулма тăрăшаççĕ. Августăн 12-мĕшĕнче, Сывлăш çарĕсен кунĕнче, ветерансен тĕлпулăвĕ иртрĕ.

Пирĕн районта çуралса ӳснĕ, пурăнакансем хушшинче самолетсем çинче летчик пулса вĕçнисем нумайăнах мар пулсан та, çак çарта службăра тăнисем чылайăн. Кăçал та вĕсем уяв кунĕнче пĕрле пуçтарăнчĕç. Сывлăш çарĕсен ветеранĕсен районти совечĕн председателĕ С.К.Батюков пуçтарăннисене çак паллă кун ячĕпе саламларĕ. Малалла вĕсем Александровка ялĕнче Н.Будаков тата Н.Ефимов летчиксене халалласа лартнă палăк умĕнче кĕске митинг ирттерчĕç.

Салам сăмахĕсемпе Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.А.Полякова та тухса калаçрĕ. Ку тăрăхра çуралса ӳснĕ Совет Союзĕн Геройĕ К.Антонов çуралнăранпа 100 çул çитнине те паллă турĕç. Хирти Мăнтăр ялĕнче çуралса ӳснĕ П.Смирнов летчик палăкĕ умне чечек çыххисем хучĕç. Вăл Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче ял çине ан ӳктĕр тесе çунакан самолета ун тулашне илсе кайма май тупнă. Хăй паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă. Унăн ырă ĕçне ял халăхĕ манмасть.

Каларăм ĕнтĕ, районта пурăнакансем хушшинче Сывлăш çар вăйĕсенче службăра пулнисем чылай. Вĕсем çитес çул çак мероприятисене ытлараххăн хутшăнасса шанатăп. Пĕрле пуçтарăнса калаçни, иртнине аса илни, паттăрсене асра тытса сума суни кирлех.

С.Батюков.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *