Суббота, 20 апреля

Ырă тĕслĕх кăтартаççĕ

Çамрăк гвардеецсем ырă ĕçсем тусах тăраççĕ. Район çыннисен пурнăçĕ тата та лайăхлантăр тесе тăрăшаççĕ. Акă, физкультурник кунĕнче «Единая Россия» партин «Молодая Гвардия» вырăнти уйрăмĕн ертӳçипе В.Кокаревпа пĕрле хастарсем велосипед чупăвĕ йĕркелерĕç.  Çак мероприятин тĕллевĕ — сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, халăха спортпа туслаштарасси. Çавăн пекех иртнĕ эрнере хастарсем ГИБДД уйрăмĕпе пĕрле çул урлă каçмалли вырăнсенче  «Водитель сана ирттерсе янине ĕнен», — тесе шурă сăрăпа çырса хучĕç.  Çак ырă акци çынсен, уйрăмах, ачасен тимлĕхне ӳстерме, аварисен тата инкек-синкексен шутне чакарма пулăшĕ. Асăрхануллă пулар!

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *