Вторник, 16 апреля

Пулă тытрĕç, ăсталăх кăтартрĕç, канашларĕç…

Пысăк океан та пĕчĕк юханшывсенчен пуçтарăнать. Кирек хăш пĕлтерĕшлĕ ĕçĕн пуçламăш çăлкуçĕ те пĕр тĕллевлĕ çынсем пурринчен килет. Çак шухăшсем палăрчĕç Пĕтĕм тĕнчери Океан вăййисем шучĕпе йĕркеленĕ «Мир на крючке — Рыба мира» фестивальте. Вăл августăн 12—13-мĕшĕсенче пирĕн районта пулса иртрĕ.

Малтанхи кун  Янкасси ялĕ çумĕнчи Çирĕкле кӳлĕ çывăхĕнче пулăçăсен ăмăртăвĕ пуçланнипе фестиваль старт илчĕ. Ăна салам сăмахĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов, фестивале пуçарса яраканĕ А.Трухачев, «Тав» агрокомпанисен генеральнăй директорĕ А.Капитонов уçрĕç. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ пулăçăсен 21 команди ирхинеччен пулă тытас енĕпе ăмăртрĕ. Кашниех вăлтисене пысăкрах пулă çаклатас  тĕллевпе шыва ячĕ пулин те ăнăçу пурне те савăнтармарĕ. Тепĕр кунне ирхине мĕн тытнине виçсе пăхрĕç. Чи пысăк пулла С.Федоров туртса кăларма пултарнă. Пулăçăсем хушшинчи малти виçĕ вырăна та Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурăнакансенчен йĕркеленĕ командăсем çĕнсе илчĕç. Пуллисем те вырăнти çынсене юратарах параççĕ пулĕ çав. Чи нумай пулă тытакансем Янкассисем (В.Третьяков, А.Евграфов, С.Федоров) пулчĕç. Вĕсем  тĕп приза, кимĕне, тивĕçрĕç. Иккĕмĕшне Силановсен туслă çемйи тухрĕ. «Песчаники» команда (А.Шакмаков, А.Малышев, В.Ершов) виççĕмĕш пулчĕ.

Шыв спортне юратакансем ишмелли хăмасемпе (сапсемпе) ăмăртса вăй виçрĕç. Унта республикăри тĕрлĕ хуласемпе районсенчен çитнĕ 6 команда тупăшрĕ. Уява килнисем тĕрлĕ ӳсĕмри спортсменсем кĕсменсемпе авăсса çĕнтерӳшĕн тупăшнине кăмăлласа пăхрĕç.

Комсомольскинчи Акатуй иртекен вырăнта та çав вăхăтра  мероприятисем пычĕç. Райпо сутуçисем, предпринимательсем халăха тĕрлĕ тавар сĕнчĕç. Ял тăрăхĕсенчи пултаруллă

ĕçченсем хăйсен хăна çурчĕсене илем кĕртсе наци сăн-сăпачĕ пачĕç, хуран çакса  пулă шӳрпи пĕçерчĕç. Культура ĕçченĕсем ал ăстисен выставкине йĕркелерĕç. «Ăстаçăсен хулинче» инвестици канашĕ ĕçе пуçăнчĕ. Районти яваплă специалистсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен ертӳçисем, педпринимательсемпе пуçаруллă çынсем Раççейри тата çĕршыв тулашĕнчи хăнасемпе тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе яврĕç. Малтанах  А.Осипов районăн 2030-мĕш çулччен пурнăçламалли инвестици проекчĕпе паллаштарчĕ, социаллă-экономикăлла пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Калаçусем хĕрӳ пулчĕç. Тĕпрен илсен  тĕрлĕ регионсемпе çыхăну йĕркелесси, инвестицисем явăçтарма ăнăçлă çулсем тупасси, пĕтĕмĕшле туризма, уйрăмах ял туризмне аталантарасси тата ытти ыйтусем тавра сăмах пычĕ. Пĕтĕм тĕнчери фестиваль тĕллевĕ те çавăн евĕрлех: çĕршыври халăхсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме, халăха физкультурăпа спорта юратма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарасси, пĕр-пĕрин патне кайса çӳресе çыхăнусем йĕркелесси, çутçанталăк илемĕпе паллашасси… Канаш ĕçне Океани вăййисен Президенчĕ А.Трухачев, ертсе пыракан специалисчĕсем чылайăн хутшăнчĕç.

Кăнтăрла тĕлнелле фестивле нумай хăна килсе çитрĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне П.Краснова, Хоккей вăййине юратакансен ассоциацийĕн председательне А.Барадаевăна, Раççей пĕрлештернĕ  командинче вылянă А.Мостовой футболиста, правилăсăр çапăçусене хутшăнса тĕнче шайĕнче нумай титулсене çĕнсе илнĕ  С.Харитонова, Олимп чемпионне С.Светлов хоккеиста тата ытти паллă çынсене культура ĕçченĕсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Хăнасем пирĕн районпа хапăлласах паллашма кăмăл туни çинчен пĕлтерчĕç.

Фестиваль сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине хавхалантарнă  май вăл спорт тата культура программисемпе пуян пулчĕ. Сывлав гимнастикине пуçарса яраканĕ, телеведущий М.Корпан пуçтарăннисемпе заняти ирттерчĕ. Тĕрĕс сывлани кĕлеткене начарланма та  пулăшать иккен. Çакă район çыннисемшĕн çĕнĕлĕх пулчĕ. Кашниех фитнес-инструктора тимлĕн итлерĕ, хусканусене пурнăçларĕ. Чылай çын унта хутшăнма кăмăл турĕ. Чăваш Республикин фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕ О.Вербина хăйĕн воспитанникĕсемпе аэробика хусканăвĕсем туса кăтартрĕ. Республикăри карате федерацийĕн спортсменĕсем çак спорт енĕн хăнăхтарăвĕсене ăста кăтартса пачĕç. Правилăсăр çапăçăва та куракансем хапăлласах пăхрĕç. Спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакансем те чылайăн пулчĕç. Вăй-хал енчен çирĕпписем ирĕклĕ майпа кĕрешсе, мини-футбол выляса тупăшрĕç. Чушка, пляж волейболĕн вăййисенче те хăйсен ăсталăхне тĕрĕслерĕç. Чушка тенĕрен, ялти аслăрах ӳсĕмри кашни çынах ача чухне çак вăййа выляса ӳснĕ. Пирĕн район команди хăй вăхăтĕнче çак спорт енĕпе республикăри ăмăртусенче те палăрса тăнă. Халĕ вăл вăйă манăçа тухса пырать. Спорт ветеранĕ В. Пундяков çак енĕпе ăмăртăва интереслĕрех ирттерме тăрăшрĕ. Çĕнтерӳçĕсем пурте хаклă парнесене тивĕçрĕç.

Районти культура ĕçченĕсем, «Отставник» ушкăн, М.Гребенщиков паллă юрăç янăравлă юрă-кĕвĕпе фестивале хаваслăх та савăнăç сĕмĕ кĕртрĕç.

Уяв программи анлă та пуян пулчĕ. Пурнăç та пирĕн тĕрлĕ енлĕ. Кунсерен ĕçленипе пĕрлех пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçни те, кулленхи ыйтусене сӳтсе явни те, паха енсемпе паллашни те, савăнăç кӳни те кирлĕ. Океан вăййисен «Мир на крючке — Рыба мира» фестивалĕн тапхĕрĕ пирĕн патра иртни хăйĕн усăллă çимĕçне парасса шанас килет.

Ю.Гаврилов,

А.Матросова.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *