Пятница, 19 апреля

Вăхăтра пуçтарса илесшĕн

Вăхăтра пуçтарса илесшĕн

Районти ял хуçалăх предприятийĕсен хирĕсенче хĕрӳ ĕç шавĕ тăрать. Уяр кунсемпе усă курса çĕр ĕçченĕсем тырпул пуçтарса кĕртеççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ.

Августăн 15-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем 2739 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пуçтарса илнĕ. Вăл шутран 1877 гектар кĕрхи тулă, 328 гектар ыраш, 50 гектар çурхи тулă, 343 гектар урпа, 51 гектар сĕлĕ, 10 гектар вика, 80 гектар пăрçа. 8897  тонна тырă йĕтемсем çине кĕнĕ. Вăтам тухăç хальлĕхе кашни гектар пуçне 32,5 центнерпа танлашать. «Слава», «Восток», «Асаново», «Рассвет», «Слава картофелю» агрофирмăра ку кăтарту татах та пысăкрах.

Районĕпе 6556 тонна утă, 15211 тонна сенаж, 4853 тонна силос янтăланă. Кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлесси малалла пырать. Хальлĕхе ку ĕçе 1022 гектар çинче пурнăçланă. «Восток» (270 гектар), «Труд» (100 гектар), «Урожай» (100 гектар), «Рассвет» (35 гектар) хуçалăхсем çĕртме тума тытăннă.

Хирсенче ĕçсем малалла пыраççĕ. Кашниех мĕн çитĕнтернине вăхăтра пуçтарса кĕртме тăрăшать.

Р.Басников.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *