Хирти ĕç шавĕ вăйланать

Хирти ĕç шавĕ вăйланать

Районти ял хуçалăх предприятийĕсен хирĕсенче ĕçлекен техника йышĕ хутшăнсах пырать.

Уяр та хĕвеллĕ кунпа усă курса вĕсенче пикенсех выльăх апачĕ янтăлаççĕ, кĕр тыррисем акма çĕр   хатĕрлеççĕ. «Слава картофелю» агрофирма, «Родина» ООО, «Дружба», «Труд» ЯХПКсем тата хăш-пĕр хуçалăхсем вырмана тухнă.

Августăн 4-мĕшĕ тĕлне районĕпе 3777 гектар нумай, 153 гектар пĕр çул     ӳсекен курăксем çулнă. Пĕтĕмпе 11660 тонна сенаж, 5816 тонна утă, 4813 тонна силос янтăланă. «Урожай» колхозра 650 тонна, «Слава» ялхуçалăх кооперативĕнче 526 тонна паха утă пур. «Труд» ЯХПК 3100 тонна сенаж хывма ĕлкĕрнĕ. Силос «Асаново», «Слава», «Луч»    хуçалăхсенче ытларах хатĕрлеме пултарнă.

Хальлĕхе 517 гектар кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрленĕ. Пурĕ 100 яхăн гектар çинчен кĕрхи тулă пуçтарса илнĕ. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне 35 центнер ытларахпа танлашать. Çывăх вăхăтра ытти хуçалăхсен «хир карапĕсем» те уя тухĕç.

Р.Басников,

район администрацийĕн

ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен  уйрăмĕн

начальникĕн çумĕ.

 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *