Понедельник, 15 июля

Вăрман волонтерĕсене вĕрентĕç

Вăрман волонтерĕсене вĕрентĕç

Ecowikiĕru платформа «Вăрман волонтерĕсен шкулĕ» онлайн-курс пуçарать. Унта тӳлевсĕрех вĕренме пулать. Онлайн- шкула хутшăнакансем йывăçсем лартма, вĕсене пăхса тăма, вăрман пушарĕ мĕншĕн тухнине тата вĕсене камăн сӳнтермеллине, вут-çулăмпа кĕрешекен пулас тесен мĕн тумаллине, социаллă проектсем хатĕрлеме вĕренĕç. Илнĕ пĕлĕве «Вăрман волонтерĕсен шкулĕ» лагерьте çирĕплетме пултарĕç. Курс ĕçне хутшăнас текенсен ecowiki.ru/onlajn-kurs-shkola-lesnyh-volonterov сайта кĕрсе заявка ямалла. Материала ăса хывса тест ыйтăвĕсене ăнăçлă пурнăçланă хыççăн сертификат парĕç.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *