Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене – патшалăхран пулăшу

Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене – патшалăхран пулăшу

Нумай пулмасть çеç Чăваш Республикинчи ял хуçалăх министерстви ял хуçалăхне малалла аталантарас, хушма хуçалăхран продукци туса илекен хăй тĕллĕн ĕçлекенсене (самозанятые) патшалăх енчен субсиди парса пулăшас тĕллевпе çĕнĕ йĕркесем çирĕплетнĕ. Ку тĕлĕшпе федераци шайĕнчи программа та пур.  Ял çыннисене çĕнĕлĕхпе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе  район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе — ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр  хутшăнăвĕсен  уйрăмĕн пуçлăхĕпе Алексей Селивановпа  тĕл пулса калаçрăмăр.

— Алексей Викторович, хăй тĕллĕн ĕçлекен (самозанятый) ята камсем тивĕçме, патшалăх паракан пулăшупа камсем усă курма пултарнине уçăмлатар-ха…

— Чăн малтанах çакна палăртса хăварасшăн. Кун пек пулăшу хальхи вăхăтра  ЧР ,çлев министрестви урлă начар мар пурнăçланса  пырать. Районта çак ыйтупа халăха социаллă хӳтлĕх паракан пайпа çынсене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçлеççĕ. Çакнашкал çĕнĕлĕх килти хушма хуçалăха тытса пыракансене пулăшас тĕллевпе ял хуçалăхĕнче те вăя кĕни савăнтарать. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсен шутне ĕçсĕррисем те, пенси çулне çитнĕ çынсем те, çавăн пекех тĕп ĕç пур граждансем те кĕме пултараççĕ. Кирлĕ условисенчен пĕри — хушма хуçалăхĕ ун çинче пулни. Çак тĕллевпе чăн малтанах телефон е планшет çинче «Манăн налук» приложенире регистрациленмелле. Сирĕн даннăйсем тӳрех налук органне каяççĕ. Эсир харпăрçă пулнине шута илнĕ хыççăн хут ĕçĕсене пурнăçлама, килĕшӳ тума тивет. Уншăн хăраса ӳкмелле мар. Пирĕн пайри специалистсем сире кирек мĕнле ыйтупа та  пулăшаççĕ. Çĕнĕлĕх пирки  район администрацийĕнче ял хуçалăх  пайĕнче ыйтса пĕлме пулать. 

— Килти хушма хуçалăха аталантарас тĕлĕшпе федераци тата республика шайĕнче программа пур терĕр. Вулакана вĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарăр-ха?

— Федераллă пулăшу пирки каласа хăвармалла. Хăйсен çĕр лаптăкĕнче купăста, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, хăяр, помидор, сухан, ыхра çитĕнтерсе илекенсем пулнă тăкакĕсен 30 процентне саплаштарма, сутăннă кашни тонна пахча çимĕçшĕн 2000-шер тенкĕ укçа илме пултараççĕ. Çĕрулмишĕн вара тата ытларах, тăкаксен 30 процентне тоннине 3000 тенкĕ çинчен тӳлеççĕ. Çĕрпе ĕçлекенсемшĕн çакă питĕ меллĕ, кирлĕ пулăшу.

Унсăр  пуçне выльăх-чĕрлĕх тытакансем валли патшалăхран çакнашкал пулăшу пур. Килти хушма хуçалăхра выльăх усракансене çулталăкне 50000 тенкĕ таран субсиди пама пултараççĕ. Вăл шутра пĕр ĕне усракана 5500 тенкĕ, икĕ ĕне пулсан 6500-шер тенкĕ, виçĕ пуç пулсан 7500-шер тенкĕ. Сурăх тата качака тытакансене хушма хуçалăха 12000 тенкĕ таран пулăшу укçи параççĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Харпăр хăй ĕçне уçнă çыннăн кашни уйăхăн 5-мĕш числиччен кирлĕ документсене тăратмалла: заявленипе справка-расчет, налук органĕнче шута тăни пирки справка, хуçалăх кĕнекинчен, ял хуçалăх продукцине туса илнĕ чухне пулнă тăкаксене ĕнентерекен документсем.  Хут ĕçĕсем пирки хăрама кирлĕ мар, вĕсене      хатĕрлеме йывăрлăх çук. Раççейре официаллă майпа ĕçе вырнаçнă кашни çын налук тӳлет. Çакă патшалăх умĕнчи тивĕç. Мĕншĕн тесен çак   тӳлевсем пурте пирĕн пурнăçа хăтлăлатма, социаллă ыйтусене татса пама каяççĕ. Çавăнпа та хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн çак йĕркесене çирĕп пăхăнма тивĕ.

— Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене республика проекчĕпе мĕнле курăмлă пулăшу кĕтет?

— «Самозанятый»  статуса илнĕ граждансене килти хушма хуçалăхра  ĕне йышне ӳстерес тĕлĕшпе  выльăх туянма 70 пин тенкĕ таран   саплаштарма пултараççĕ. Ăратлă выльăх илнине пăхмасăр  (вăл 150—190 пин тенке яхăн) патшалăх çак суммăна кăна тавăрса парать. Качакасен йышне ӳстерес тĕлĕшпе туянма кайнă тăкаксене саплаштарма пĕр пуçĕшĕн 5 пин тенкĕ параççĕ. Анчах çакна та каласа хăвармалла: виçĕ çул хушши çав хуçалăхсен ĕнене, качакана сутма, выльăх шутне чакарма юрамасть. Ăратлă вăкăр вăрлăхне туянсан 90 процент субсидилеççĕ.

Каçал  тăрăхĕнче çĕрпе ĕçлекен уйрăм хуçалăхсем юлашки вăхăтра техника та нумай туянаççĕ. Кăçалтан хăй тĕллĕн ĕçлекенсем çакăн тăкакне те саплаштарма пултараççĕ. Сăмахран, 90 лаша   вăйĕллĕ трактор, сӳре, плуг, прицеп, ĕне сумалли хатĕр (ял хуçалăх министерстви çирĕплетнĕ список пур) тата ыттине те туянсан 40 процентне тавăрма май пур. Ултă çултан ытларах çӳренĕ техникăна туянас пулсан вара экспертиза тухма, хак хуртарма  тивет.

Тепĕр ырă та пархатарлă пулăшу пирки те каласа хăварасшăн. Вăл минерал удобренийĕпе çыхăннă. Пирĕн районта та çĕрпе ĕçлекенсем унпа тухăçлă усă кураççĕ. Çавăнпа та  çак программа питĕ вырăнлă та пĕлтерĕшлĕ тесе хакласшăн. Туяннă удобренисен 30 проценчĕ субсидиленет. Унсăр пуçне хăй тĕллĕн ĕçлеме кăмăл тунисене тăпрана агрохими тĕрĕслевĕ тума, вăрлăхсене лабораторире тĕрĕслеме тăкаксен 50-шар процентне  саплаштараççĕ.

Тепĕр тĕрлĕ пулăшу — вĕлле хурчĕсем тытас тĕлĕшпе ĕçе хăй тĕллĕн йĕркелесе пыракансем валли. Унпа кăсăкланакансем пирĕн районта та пур. Шанас килет,  хурт-хăмăр ăстисем те хăйсен ĕçне малалла йĕркелесе пыма патшалăх паракан çăмăллатнă пулăшупа усă курĕç. Вĕсен ĕçĕнче кирлĕ таварсем  туянма кайнă тăкаксене 40 процент саплаштарĕç.

— Алексей Викторович, хăй тĕллĕн ĕçлекен статуса илни  çынсене мĕнле çăмăллăх парать-ха?

— Чăн малтанах — ансат регистраци. Пĕтĕмпех «Манăн налук» ятарлă приложени урлă дистанци мелĕпе тума пулать. Налук службине отчет тата деклараци тăратмалла мар. Приложенире чек йĕркелемелле çеç. Тупăша тата налук мĕн чухлĕ тӳлемеллине программа хăех шутлать.

Тепĕр ырă ен — налук виçисем пĕчĕк пулни. Уйрăм çынсенчен илекен налук виçи (НДФЛ) 13 процент пулсан, хăй тĕллĕн ĕçлекенсен 4 е 6 процентран иртмест тата ытти те.

— Çак çĕнĕлĕхпе паллашнă хыççăн хăй тĕллĕн ĕçлеме кăмăл çуралнă çынсене мĕн сĕннĕ пулăттăр-ши?

— Кирек мĕнле çĕнĕлĕхе те пурнăçа кĕртнĕ чухне шухăшлаттарать, хăратать тата ытти те. Астăватăп, темиçе çул каялла килти хушма хуçалăха аталантарма банк урлă патшалăх пĕчĕк процентпа паракан кредитпа ялта пурăнакансем  питĕ хастар усă курчĕç. Патшалăх ял çыннине, килти хушма хуçалăхпа пурăнакансене аталантарма паракан программăпа та пур енлĕн усă курмалла. Çакă халăхăн пурнăçне лайăхлатма, хăтлăлатма çеç пулăшĕ.

— Тавах, Алексей Викторович, калаçушăн.

А. Ефремова калаçнă.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *