Ыйтусене хуравланă

Июлĕн 26-мĕшĕнче Комсомольски районĕн нотариусĕ Л.Степанова граждансене йышăнса вĕсен пур ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.

Граждансемпе «Единая Россия» партин вырăнти  уйрăмĕнче тĕл пулчĕç. Çынсем  тăванĕсем вилнĕ хыççăн еткерлĕхе официаллă майпа йĕркелессине, çул çитмен ачасене пурăнмалли çурт тата çĕр участокне парассине, ют çĕршыв территорийĕнче вырнаçнă хваттерсен шантару хучĕсене тăвассине, алимент йĕркелессине ыйтса пĕлчĕç. Пулăшу ыйтакансен пур ыйтăвĕ çине те Л.Степанова туллин хуравларĕ, канаш-сĕнӳ пачĕ.

Л.МАКАРОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *