Утă хатĕрлеççĕ, сенаж-силос хываççĕ

Утă хатĕрлеççĕ, сенаж-силос хываççĕ

Хĕл хырăмĕ пысăк теççĕ халăхра. Çавăнпа та хĕле валли тĕплĕн хатĕрленме тăрăшаççĕ выльăх-чĕрлĕх усракансем. Паянхи кун хирте трактор-машина шавĕ кĕрлесех тăрать, туп-тулли утă тиенĕ техника иртсе пынине те час-часах курма пулать.    

Июлĕн 28-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем пурĕ 3338 гектар çинче çитĕннĕ нумай çул  ӳсекен курăксене çулнă.  Хальлĕхе пурĕ 5554 тонна утă,  8300 тонна сенаж, 4738  тонна силос хатĕрленĕ.  Сăмахран «Слава» ЯХПК-ра паянхи куна 526 тонна утă тата 1260 тонна силос янтăланă. «Труд»  ЯХПК-ра 1800 тонна сенаж, Атласкин фермер хуçалăхĕнче 800 тонна сенаж хывнă. Выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе ĕçсем пĕтмен-ха, малалла пыраççĕ.

Кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлес енĕпе те тăрăшса ĕçлеççĕ хуçалăхсенче.  «Слава картофелю» агрофирмăра 200 гектар, Самаринăн фермер хуçалăхĕнче 60 гектар, Минатуллин фермер хуçалăхĕнче 150 гектар  çĕр хатĕр. 

Хуçалăхсем вырмана тухма хатĕрленеççĕ.  Паян ыран хĕрӳ тапхăр — вырма пуçланать.

Р.Басников.

 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *