Пĕрремĕш вĕрентекен асрах

Тăван шкул пĕтернĕренпе чылай вăхăт иртрĕ пулин те унти хаваслă та интереслĕ кунсем асран тухмаççĕ. Вăл вăхăтри вĕрентекенсем ачасемшĕн питĕ тăрăшнине палăртмалла. Паянхи кун та эпĕ пире пĕлӳ панă учительсене ырăпа аса илетĕп. Клавдия Петровна Абукина, Валентина Петровна Башкирова, Александра Николаевна Светлова, Лидия Васильевна Кокшина, Николай Тимофеевич Челаков, Григорий Иванович Иванов, Сергей Викторович Зайцев (вĕсенчен чылайăшĕ халĕ пирĕн хушăра çук та)  куç умĕнчех тăраççĕ.

Парта хушшинче ларакан шăпăрлансем тарăн пĕлӳ илччĕр тесе чунтан тăрăшнă вĕсем. Эпĕ хамăн пĕрремĕш учитель пирки ытларах чарăнса тăрасшăн. Александра Алексеевна Петрова 1945 çулта Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче кун çутине килнĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса     ӳснĕ, шкулта лайăх вĕреннĕскер учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Кĕçех хăйĕн ĕмĕтне пурнăçланă.

Пире вăл кĕçĕн классенче пĕлӳ пачĕ. Эпир тин çеç парта хушшине ларнăскерсем ун çине асамçă çине пăхнă пек тинкеретпĕр. Вăл калакан  кашни сăмаха тимлесе итлетпăр. Пире, 17 ачана, сас паллисем кăтартать, сыпăкăн-сыпăкăн вулама вĕрентет. Александра Алексеевна пуçласа хитре çырма, задачăсем шутлама хăнăхтарнă. Сăвăсене, калавсене интонаципе вуламалли çинчен каланă. Унăн сасси уçă та илемлĕччĕ, юрланă чухне янăравлăччĕ. Вăл пире юрăсем нумай вĕрентнĕ. Унран тĕслĕх илме тăрăшаттăмăр. Ачасемпе уроксем хыççăн та ĕçлетчĕ, килсене çитсе ашшĕ-амăшĕпе те калаçма вăхăт тупатчĕ.

А.Петрова мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех ачасене вĕрентрĕ, шкул директорĕ те пулчĕ. Хăй суйласа илнĕ ĕçре чун-чĕри хушнă пек тăрăшрĕ. Çавăн пекех обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнчĕ. Тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ чухне сцена çине те тăтăшах тухатчĕ. Илемлĕ сассипе куракансене савăнтаратчĕ. Вăл яланах халăх хушшинче пулнă.

Çамрăклах мăшăрсăр тăрса юлсан та Александра Алексеевна пуç усмарĕ. Йывăр хуйха ĕçпе, вĕренекенсемпе ирттерсе пусăрăнтарчĕ. Икĕ ывăлĕпе хĕрне тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерсе, вĕрентсе, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларчĕ. Ачисем ăна чунтан тав тăваççĕ.

Тивĕçлĕ канăва кайсан та А.Петрова алă усса лармасть. Пĕр вăхăт ялти ветерансен советне те ертсе пычĕ. Хальхи вăхăтра та яланах халăхпа пĕрле пулма тăрăшать.

Хамăрăн юратнă вĕрентекене эпир яланах асра тытатпăр, пире çирĕп пĕлӳ панăшăн чунтан тав тăватпăр. Сакăрвунă çулалла çывхарать пулин те хăйне çирĕп тытать-ха вăл. Малашне те çирĕп сывлăхлă пулăр, вăй-халăр нихăçан та ан иксĕлтĕр, шухăшăрсем пурнăçлансах пыччăр сирĕн, хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр!

Г.Смирнова.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *