Поликлиника пациентсене йышăнма хатĕр

Район больницинчи поликлиникăна тĕпрен юсаса çĕнетрĕç. Строительство ĕçĕсене 2021 çулхи кĕркунне пуçланăччĕ. Çак кунсенче  поликлиникăри хăш-пĕр пӳлĕмĕсенче пациентсене йышăнма  тытăннă.

çеç.  Район больницинче тăрăшакан тухтăрсем вара юсав ĕçĕсемпе çав тери кăмăллă: пӳлĕмсем хăтлă, сĕтел-пукан çĕнĕ.  

— Халĕ кунта пациентсене йышăнма меллĕ тата кăмăллă, — теççĕ вĕсем. 

Чăннипех те поликлиникăна тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Çакна пурнăçлама «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн  Раççей тата республика бюджечĕсенчен 12 миллион тенкĕ уйăрнă. Укçа-тенкĕпе поликлиника çурчĕн фасадне, шыв  тата ăшăтмалли пăрăхсене,  коммуникацие, электричество тата вентиляци тытăмĕсене,  чӳречесемпе алăксене улăштарнă,  пӳлĕмсене çĕнĕ сăн кĕртнĕ, меллĕ те çемçе пукансем вырнаçтарнă. 

Пĕрремĕш хутра уçă регистратура, медицина профилактикин пӳлĕмĕ, пациентсен  тумтирĕсене йышăнма гардероб пур.  Пĕрремĕшпе иккĕмĕш хутсенче тухтăрсен пӳлĕмĕсем            вырнаçнă.

Поликлиникăн картлашкисене те çĕнĕ сăн кĕртнĕ, сывлăх енчен хавшак пациентсене  унта кĕрсе тухма  меллĕ пултăр тесе вĕсем валли пандус вырнаçтарнă. 

Районти тĕп больница тĕп тухтăрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Инна Ивановна Ефремова пĕлтернĕ тăрăх, хăш-пĕр тухтăрсем çĕнетнĕ пӳлĕмсенче пациентсене йышăнма тытăннă. Ыттисенче паянхи кун пӳлĕмсене оборудованисем вырнаçтараççĕ, пациентсене йышăнма хатĕрленеççĕ. Пĕтĕмĕшле тухтăрсем районти 24 пин çын    сывлăхĕшĕн яваплă. Çак шутран 4500-шĕ ачасем.  

—  Поликлиника сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăнни медицина ĕçченĕсене çеç мар, пациентсене те савăнтарать тесе шутлатăп.  Юсаса çĕнетнĕ вырăнта ĕçлеме те, çынсене сиплеме те,  тухтăрсене пуçтарăнса канашлама та лайăх, — терĕ Инна Ивановна. 

Поликлиника çурчĕпе пĕрлех флюорографи тăвакан çурта та юсаса çĕнетнĕ. Унта кĕрсе тухма меллĕ, кăмăллă.

Çавăн пекех тата районти  фельдшерпа акушер пункчĕсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсем пĕтĕмпех    «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăçланаççĕ.   Тĕллев ялта пурăнакансен сывлăхне упрасси, кирлĕ пулăшу парасси.

А.Ефремова.   

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *