Хирсем илемпе савăнтараççĕ, пысăк тухăç шантараççĕ

«Слава картофелю» агрофирма компанисен ушкăнне районта çеç мар, республикăра та, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Апат-çимĕçре усă куракан пахалăхлă çĕрулми тата унăн вăрлăхне туса илнипе çĕршывра ырă ят çĕнсе илнĕ. Кунта июль уйăхĕнче «Уй-хир кунне» ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçалхи çак мероприятие хутшăнакансем те йышлăн пулчĕç. Çĕрулми туса илекен республикăри предприятисемсĕр пуçне Тутарстанран, Мари Элтан, Самара, Чулхула облаçĕсенчен хăнасем килсе çитнĕ. Кунсăр пуçне агрофирмăсен компанийĕпе нумай çул килĕштерсе ĕçлекен партнерĕсем те хутшăнчĕç.

Уй-хир кунне «Слава картофелю» агрофирма» ООО генеральнăй директорĕ Х.С. Идиатуллин уçрĕ. Пуçтарăннисене ЧР Ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш     çумĕ    С.Р.Фролов, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов саламларĕç, ку мероприяти кашниншĕнех усăллă пуласса шаннине пĕлтерчĕç. Уй-хир кунне «Слава картофелю» агрофирма ООО соучредителĕсем те хастар хутшăнчĕç.

Малтанах иртнĕ çул хута янă çĕрулми упрамалли хранилищăна çитсе курчĕç. Кунта  «иккĕмĕш çăкăра» упранипе пĕрлех ăна суйласа, çуса, ятарлă хутаçсене тултарса сутлăха ăсатма хатĕрлекен цех та ĕçлемелле. Оборудованисем вырнаçтарса лартнă. Вĕсем мĕнле ĕçленипе специалистсем тĕплĕн ăнлантарчĕç. Пĕтĕм лаптăкăн 60 проценчĕ фасовка цехĕ йышăнмалла. «Паянхи санкцисем вăхăтĕнче хамăр туса илнĕ продукцие вырăнта тирпейлесе потребительсем патне çитерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн çĕршыври продукци ют çĕршыврисенчен пĕрре те кая мар, чылай енĕпе лайăхрах та. Чĕртавара халĕн  мар  тӳрех апатра усă курмалли çимĕç пек тавар туянаканĕсем патне çитерме тăрăшмалла. Шăпах çак енĕпе ĕçлеме тăрăшатпăр та», — палăртрĕ агрофирмăсен компанийĕн тĕп соучредителĕ А.П.Капитонов.

Йăлмахва ялĕнчи теплицăсенче те уй-хир кунне хутшăнакансемшĕн тĕлĕнмелли нумай пулчĕ. Кунта çĕрулми вăрлăхне лабараторире çитĕнтернĕ калчасенчен пуçласа лартма хатĕр шая çитереççĕ. Теплицăра  пур тасалăхпа температура виçине, микроклимата пăхăнса туса илнĕ вăрлăха ятарлă холодильниксенче тытаççĕ. Çакă супер-супер элита, суперэлита, элита вăрлăхсем хатĕрлеме май парать.

Малалла çул Елчĕк районне выртрĕ. Кунти Хирти Пинер ялĕ çывăхĕнче тĕпрен илсен вăрлăхлăх çитĕнтерекен хирсем вырнаçнă. Вĕсем çине пăхсан чун савăнать. Йăрансем сарлака та çӳллĕ, уйсем таса. Çеçкене ларнă та чечек  плантацийĕ пек курăнаççĕ. Парка аталаннă авăрсем кунта пысăк тухăç илме май пуррине çирĕплетеççĕ. Чăннипех те илемлĕ ӳкерчĕк. Ахальтен мар ĕнтĕ чылайăшĕ телефонсем çине ӳкерсе те илчĕ. Агротехника ĕçĕсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлани агрофирмăна пысăк тухăç илме май парать те. Специалистсем «Ривьера», «Метеор», «Самба», «Ред Скарлетт», «Гулливер», «Коломбо» тата ытти сортлă çĕрулми туса илнĕ чухне мĕнле агротехника ĕçсем тунипе тĕплĕн паллаштарчĕç.

Паянхи кун тĕрлĕ отрасльсенче дронсемпе (хăйсем тĕллĕн вĕçекен аппаратсемпе) усă курасси анлăн сарăлса пырать. «Ял хуçалăхĕн ыранхи кун техники», — терĕç çĕрулми уйĕ çийĕн имçам сапакан вĕçекен аппарат хăпарсан. Унăн техника характеристики пирки чылай ыйту паниех пурне те вăл интереслĕ пулнине çирĕплетрĕ. Дрон çине 20 литр кĕрекен пĕчĕк пичке вырнаçтарнă, вăл 4 гектара сапса тухма çитет. Аккумуляторпа ĕçлет, вăйĕ пĕтсе пынине туйсан хăех заряд илме вĕçтерсе янă вырăна таврăнать. Хакĕ пысăк ĕнтĕ, анчах та кĕме çук уйсенче агротехника ĕçĕсем тунă чухне унран пахи нимĕн те çук. Дрон ĕçне телефонпа йĕркелесе пыма пулать. Агрофирмăра унпа кăçал пуçласа усă кураççĕ, ĕç калăпăшĕпе те, пахалăхĕпе те кăмăллă.

Хамăр районти Хирти Шăхасан ялĕ çывăхĕнчи пĕр хире çĕрулми  июнĕн 10-мĕшĕнче анчах лартнă. Вăл çеçкене ларайманччĕ-ха. Парка авăрсем кунта та «иккĕмĕш çăкăр» ăнса пуласса шантараççĕ.

Уй-хир кунне хутшăнакансем «Слава картофелю» агрофирмăра чылай çĕннине пĕлни пирки иккĕленместĕп. Мĕншĕн тесен кашни специалистах вăл е ку сорт пирки  вăрлăха лартнинчен пуçласа тапхăрăн-тапхăрăн мĕнле агротехника ĕçĕсем пурнăçланине тĕплĕн каласа пачĕ.  «Август» фирма представителĕсем агрофирма хирĕсенче усă курнă имçамсем çинчен ăнлантарса пычĕç.

Çĕрулми пирĕн çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ çимĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна «иккĕмĕш çăкăр» тенĕ. Уй-хир кунне республикăри тата ун тулашĕнчи çĕрулмипе ĕçлекен 50 яхăн предприяти представителĕсем хутшăнни çак тымарçимĕç отраслĕ малалла та аталанса пынине çирĕплетет. Вăл пысăк шая çиттĕр тесен пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни паха. Çак шухăшсене палăртрĕç мероприяте хутшăнакансем.

Ю.Гаврилов.

 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *