Воскресенье, 6 октября

Ăнлансан пĕр-пĕрне, килĕшӳ пулать çемьере

Çемье  тата юратупа шанчăклăх кунĕнче Аслă Çĕрпӳел ялĕнче пурăнакан Михайловсене саламлакансем чылайăн пулчĕç. Мария Ивановнăпа Владислав Сергеевичăн çур ĕмĕр каялла çуралнă туйăмсем вара паянхи кунччен упранса юлнă, çулсем иртнĕçемĕн вăйланса та пынă-тăр. Июль уйăхĕнче вĕсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе наградăларĕç.

Мария Ивановнăран çемьере чи пахи мĕн пулни çинчен ыйтатăп та, вăл ку ыйтăва кĕтнĕ евĕр   тӳрех: «Пĕр-пĕрне ăнланни», — терĕ. Паллах, пурнăçра  50 çул пурăнса тĕрлĕ лару-тăрăва та лекнĕ. Килте тирĕк-чашăк шăкăртатмасăр пулмасть тенешкел, тавлашуллă самантсем те, шухăшсем пĕр килменни те пулнах ĕнтĕ. Кун пек чухне пĕри шăпланса хирĕçĕве вăйлатма паман, çилленсе    çӳремен, иккĕшĕ те ĕçе васканă, каçхине таврăнсан пĕр чĕлхе тупма тăрăшнă. Кун каçа тĕрлĕ производствăра тăрăшса ывăннăскерсене килте ачисем, выльăх-чĕрлĕх кĕтнĕ.

Хирти Шăхасан хĕрĕпе Аслă Çĕрпӳел каччин  çемье çавăриччен пăр-пĕрин туйăмĕсене тĕрĕслемеллĕх вăхăчĕ аванах пулнă. Мария шкул пĕтерсен çулталăк Хирти Шăхасан ферминче ĕçленĕ, унтан Тĕрлемесри бухгалтерсем хатĕрлекен курсра вĕреннĕ. Владислав Оренбург облаçĕнче машинист-тракторист профессине алла илнĕ хыççăн унтах пĕр çул ĕçленĕ те яла таврăннă. Унтан — Совет çарĕ.

1972 çулта Аслă Çĕрпӳел ялĕнче туй кĕрленĕ, Михайловсен çемйи çуралнă. Çулталăк тĕп килте пурăннă хыççăн çамрăк çынсем çурт сутăн илсе уйрăлса тухнă. Мария Ивановна «Красный Октябрь» колхозăн бухгалтерийĕнче тăрăшнă. Владислав та район центрĕнчи «Сельхозтехника» предприятире, райпора водительте пĕр вăхăт ĕçленĕ хыççăн тăван хуçалăха таврăннă. 1978 çулта вĕсем çулталăкрах çĕнĕ çурта хута янă, хуралтăсене те çĕкленĕ. Мария Ивановна пĕлĕвне малалла ӳстерес тĕлĕшпе Улатăрти совхоз-техникума куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ, ăна ăнăçлă пĕтернĕ.

«Красный Октябрь» колхоз вăл çулсенче районта çеç мар республикăра та кĕрлесе тăракан хуçалăх шутланнă. Водительсемпе механизаторсем валли çу кунĕсенче çеç мар хĕлле те ĕç нумай пулнă. «Кашни кунах колхозри 40 автомашинăпа 40 трактор наряд илсе рейса тухнă», — аса илет халĕ  Владислав Иванович. Ун сăмахне мăшăрĕ те çирĕплетет: «1970—80 çулсенче ялсенче çĕнĕ çурт çĕклекенсем йышлăччĕ. Шупашкара кирпĕч илме çурçĕр иртсенех тăрса тухса каятчĕ. Сĕм çĕрлене юлса рейсран таврăннисем те пулнă».

Мария Ивановнăна 1980 çулта Аслă Çĕрпӳел ял Советне секретарь пулма куçараççĕ. Çапла вара унăн малашнехи мĕн пур ĕç-хĕлĕ ял халăхĕн пурнăçĕпе тачă çыхăнать. Мĕн чухлĕ справка çырман-ши вăл, хут хатĕрлемен-ши — шутласа та кăлараймăн? «Çулталăкне 30—40 е ытларах та мăшăра савăнăçлă лару-тăрура çырăнтарнă, çавăн чухлех ача çуралнине регистрациленĕ. Çар ĕç комиссариачĕ валли салтака каякан çамрăксем çинчен хутсем йĕркелесе панă. Пурне те каласа та                                                                                                        пĕтереймĕн», —  тет Мария Ивановна. Унсăр пуçне обществăлла ĕçсем те нумай пурнăçлама тивнĕ. Халăх çыравне кашнинчех хутшăннă, яланах суйлав комиссийĕсенче пулнă.

Михайловсем 4 ача çуратса ӳстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратса ӳсчĕр тесе тăрăшнă. Хăй ял Советĕнче ĕçлесен те кашни çулах çум çумлама выльăх кăшманĕн, çĕрулмин пайĕсене илнĕ. Хăйсем ĕçре чухне выльăх-чĕрлĕхе ӳсерехпе ачисем пăхнă, вĕсемех кил-çуртри ĕçсене те пуçтарма тăрăшнă.

Михайловсем çемье «вучахĕн» ăшшине яланах упрама тăрăшнă, ачисене те çавнах вĕрентнĕ.

Хастар ĕçшĕн Мария Ивановнăпа Владислав Сергеевича чылай награда парса чысланă. Вĕсемшĕн вара пĕр-пĕрин юратăвĕ, ăнланăвĕ, ачисен хисепĕ чи пысăк парне. Ачисем, çичĕ мăнукĕпе пĕр мăн мăнукĕ килсен вĕсен чун-чĕрисем савăнăçпа тулаççĕ. Çакă мар-и çемье телейĕ!;

Ю.Гаврилов.

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *