Воскресенье, 26 мая

Иртни пирки каласа параççĕ

Иртни пирки каласа параççĕ

Архив докуменчĕсем пирĕн района кĕрекен ялсенче пĕрлешӳллĕ хуçалăхсем тĕпрен илсен 1929—1932 çулсенче йĕркеленни çинчен каласа параççĕ. Унтанпа вăхăт чылай иртнĕ пулин те колхозсен малтанхи утăмĕсене, вĕсен аталанăвне историрен кăларса пăрахма çук.

Хальхи Комсомольски ял тăрăхĕнчи ялсенчен чи малтан Аслă Каçал ялĕнче 1930 çулхи апрелĕн 24-мĕшĕнче «Большевик» ял хуçалăх артелĕ йĕркеленĕ. Çав кунах Дубовкăра та «Дубовка» хуçалăх çуралнă. Кайран ăна, 1950 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче вăл Çĕнĕ Каçалти «Динамо» тата Васильевкăри Карл Маркс ячĕллĕ артельсемпе пĕрлешсе пысăкланнă хыççăн, Н.С.Хрущев ятне панă. Вăл вăхăтра СССР Верховнăй Совет Президиумĕ «Крайсене, облаçсене,районсене, çавăн пекех хуласемпе ялсене,предприятисемпе организацисене, колхозсене патшалăх тата общество деятлĕсен ячĕсене парассине йĕркене кĕртесси çинчен» Указ йышăннă пулнă. Документсене пăхатăн та вăл вăхăтра пирĕн районта та çĕршывĕпех паллă çынсен ячĕсемпе хисепленсе тăракан пĕрлешӳллĕ хуçалăхсем нумай пулни курăнать. Каярахпа ку указа пăрахăçланă, колхозсен ячĕсенче те улшăнусем пулса иртнĕ. Дубовкăри хуçалăха та 1959 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче «Спутник» ят панă. Васильевкăра пĕрремĕш ял хуçалăх артельне 1931 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче «Васильевка» (яла пуçарса янă Василий Яковлев ячĕпе), Çĕнĕ Каçалта 1930 çулхи ноябрь уйăхĕнче «Динамо» ятсемпе туса хуни паллă.

Çĕнĕ Шăхран ялĕнче 1931 çулхи августăн 12-мĕшĕнче «Работник» ятпа йĕркеленĕ. Вăл 1935 çултан С.Петров, 1937 çултан Пушкин ячĕпе çӳренĕ. Виçпӳртсем 1933 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче туса хунă колхоза «Çамрăк хунав» тесе палăртнă, 1935 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнчен «Хунав» ятпа çӳренĕ.

Архивра 1944 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче Комсомольскинче Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх артельне туса хунă пуху протоколĕ пур. Унта председателе Сергей Кириллович Смирнова суйлани çинчен пĕлтернĕ, 7 çынран правлени суйланă. 1945 çулхи августăн 28-мĕшĕнчи пухура, çав çулхи март уйăхĕнчен председательте ĕçленĕ Н.В.Жирнова тырă памалли плана пурнăçламаншăн ĕçрен хăтарасси, ун вырăнне И.М.Самарина суйласси çинчен йышăну тунă.

Çĕршыври ял хуçалăх артелĕсен пурлăх никĕсне çирĕплетес тесе партипе правительство 1950 çулхи сентябрьтен вак хуçалăхсене пĕрлештерсе пысăкрах колхозсем тăвасси пирки йышăну тăвать. Ун умĕн  июнĕн 23-мĕшĕнче Ленин ячĕллĕ тата «Большевик» ял хуçалăх артелĕсен пĕрлехи пухăвĕ пулса иртет. Унта пысăклатнă хуçалăха Ленин ячĕллĕ тесе палăртаççĕ, председатель пулма Михаил Захарович Кунина суйлаççĕ. 1953 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнчи пухура Пушкин ячĕллĕ тата «Хунав» колхозсем Ленин ячĕллĕ хуçалăхпа пĕрлешеççĕ. Председателе Александра Димитриевна Димитриевăна, ун çумĕ пулма Н.В.Жирнова суйлаççĕ. 1962 çулта  Дубовкăри «Спутник» артель те Ленин ячĕллĕ хуçалăха кĕрет.

Колхозниксен Пĕтĕм Союзри виççĕмĕш   съездĕнче, 1969 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче колхозăн çĕнĕ Уставне йышăнаççĕ. Çакăн хыççăн пур ял хуçалăх артельне те колхозсем теме тытăнаççĕ. Ленин ячĕллĕ колхоз 1974 çулччен ĕçлет. Çав çул Кĕçĕн Каçал ялĕнчи «Красный маяк» колхозпа Ленин ячĕллĕ колхоза пĕрлештерсе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен «Комсомольский» совхоз туса хураççĕ. Вăл аталанма пуçлать. Унта производство объекчĕсем нумай çĕклеççĕ. Анчах та иртнĕ ĕмĕрĕн 90 çулĕсенче совхоз каялла  пайланма пуçлать, халĕ унăн çĕрĕсем çинче пĕчĕк предприятисем ĕçлеççĕ.

В.Шингалова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *