Кашни çыншăн тăван çĕршыв, тăван ял, çуралнă вырăн хаклă. Унран çывăххи мĕн пултăр-ха? Тăван ялăн иртни те, хальхи те пирĕнпе, пирĕн йăх-несĕлсемпе çыхăннă-çке. Ял историйĕнче пирĕн пурнăç — çĕршывăн пурнăçĕ — çырăнса пырать.
Çак кунсенче Йăлмахва ял библиотекинче П.Н.Зайцев тата Н.Н.Калашникова çырса хатĕрленĕ «Мухтанатăп санпа, тăван ялăм» кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Çак кун библиотекăн залне ял çыннисем тата ял историйĕпе интересленекен хăнасем йышлăн пуçтарăнчĕç.
Мероприятие Кайнлăк ял тăрăхĕн культура ĕçченĕсем «Ачалăхри чи çывăх вырăнсем» юрра шăрантарса уçрĕç. Альбина Ефремова библиотекарь Павел Зайцевăн биографийĕпе паллаштарчĕ. П.Н.Зайцев Йăлмахва ялĕнче çуралса ӳснĕ. Комсомольски вăтам шкулне, унтан Мордва АССРĕнчи Н.П.Огарев ячĕллĕ ялхуçалăх университечĕн экономика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Павел Николаевич кĕнеке çырас шухăш мĕнле çурални, ăна валли «Каçал ен» хаçат редакцийĕн ĕçченĕпе Н.Н.Калашниковăпа пĕрле 11 çул материалсем хатĕрлени çинчен каласа пачĕ. Пуçтарăннисем «Мухтанатăп санпа, тăван ялăм» кĕнекен пахалăхĕнчен, пысăк калăпăшĕнчен (вăл 440 страницăран тăрать) тĕлĕннине пытармарĕç. Кĕнекене тĕрлĕ тĕслĕ сăнӳкерчĕксемпе, архив докуменчĕсемпе пуянлатнă. Ял çыннисем «Тăван енĕн паллă çыравçисем» выставкăпа та хапăл тусах паллашрĕç.
Павел Зайцев кĕнеке валли материалсем хатĕрлеме пулăшнă ял çыннисене, укçа-тенкĕпе пулăшакансене, хăйĕн мăшăрне Людмила Федоровнăна çак пысăк ĕçе пурнăçлассинче яланах пулăшса пынăшăн чĕререн тав турĕ.
Презентацие Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альберт Германович Кузьмин та хутшăнчĕ. Вăл пурне те кĕнеке тухнă ятпа саламларĕ, автора ял историне упраса несĕлсем валли сыхласа хăварма пулăшнăшăн тав туса Хисеп грамотипе чысларĕ. Çак кун уява пуçтарăннисем автора чылай ăшă сăмах каласа хавхалантарчĕç, пултарулăхра малашне те ăнăçу сунчĕç, ял çинчен кĕнеке кăларни пуриншĕн те чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ, асра юлмалли пулăм пулнине палăртрĕç.
А.Ефремова,
библиотекарь.