«Искрăра» курăк çулаççĕ, утă хатĕрлеççĕ

«Искрăра» курăк çулаççĕ, утă хатĕрлеççĕ

Районти ытти хуçалăхсем пекех «Искра» колхозра та утçи пуçланнă. Кăçал нӳрĕк лайăх пулнăран нумай çул ӳсекен курăксем аван çитĕннĕ. Халĕ ĕçченсен тĕп тĕллевĕ — вĕсене вăхăтра та пахалăхлă пуçтарса кĕртесси.

Эпир пынă чухне  кунта кӳршĕ район чиккинчи хирте çулса пăрахнă нумай çул    ӳсекен курăксене преслама пуçланăччĕ. Нӳрлĕрех пулнипе Николай Кокшин механизатор курăка ворошилкăпа тавăрса пăтратачĕ. Тепĕр хирте ку ĕçе Владимир Ксенофонтов  пурнăçлать. Темиçе тюк тунă та Сергей Белков тракторист, тăхтаса тăчĕ-ха. Çĕр ĕçченĕн куçĕпе хакласа çавăрса чĕрекнĕ уттăн малашнехи шăпи пăшăрхантарать ăна. Пресс витĕр кăларнă чĕрĕ  курăкăн управлăхĕ çук. Хуçалăхри специалистсемпе канашласа пăхнă хыççăн татах та типшĕресе пăртак кĕтме шутларĕç.

Хуçалăхăн тепĕр уйĕнчи хатĕр тюксене вара илсе кĕреççĕ. Руслан Морозов механизатор погрузчикпа тиесе тăрать, Николай Кошкинпа Андрей Руссаков водительсем турттарса пыраççĕ. «Кăçал çанталăк та утта лайăх типсе пыма май памасть. Кăнтăрла шăрăхах мар, каçпа  аванах сулхăн», — тет хуçалăхăн тĕп аграномĕ Т.Л.Мартынова.

«Искра» колхозăн нумай çул ӳсекен курăксем 200 гектар йышăнаççĕ. Унтан 100 гектарне çулнă. Ку ĕçре Сергей Мартынов механизатор тăрăшнă. Хальлĕхе хуçалăх 45 тонна утă хатĕрленĕ. Ку ĕç малалла пырать.

Кăçалхи ака-суха ĕçсем пур çĕрти пекех вăраха тăсăлнă пулин те кунти çĕр ĕçченĕсем мĕн палăртнине акса хăварнă. Халĕ уй-хир ешĕл тĕспе витĕннĕ. 150 гектар çинчи кĕр тыррисем те аван хĕл каçнă. «Калчасем шăтса тухсан пур агротехника ĕçĕсене те вăхăтра пурнăçлама тăрăшрăмăр. Пахалăхлă вăрлăх çĕр айне хывса хăвартăмăр, имçамласа акрăмăр, çителĕклĕ таран удобренисем патăмăр. Калчасем аван çитĕнеççĕ, çанталăк парсан япăх мар тухăç илес шанчăкпа пурăнатпăр», —  пĕлтерчĕ хирсене тухса кайма хатĕрленекен Татьяна Леонидовна.

Çĕр ĕçченĕ яланах шанăçпа пурăнать. Çанталăк чăрмавĕсене парăнтарса уй-хир культурисенчен ытларах тухăç илес тесе тăрăшать. «Искра» колхоз ĕçченĕсен тĕллевĕ те çавах. Халĕ вара вĕсемшĕн пухса илме вăхăт çитнĕ курăка пуçтарса выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлес ĕç чи пĕлтерĕшли шутланать.

Ю.Гаврилов.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *