Сабантуй халăха уява пуçтарчĕ

Сабантуй халăха уява пуçтарчĕ

Июнĕн 25-мĕшĕнче Урмаел ялĕнче ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн йĕркелекен йăлана кĕнĕ Сабантуй уявĕ иртрĕ. Яланхи пекех унта халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Уява килнисемпе пĕрлех савăннăн çанталăкĕ те уяр та хĕвеллĕ тăчĕ.

Район пуçлăхĕ Р.Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов, Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Зайнуллин, Урмаел вăтам шкулĕн директорĕ Ф.Камальтдинов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Ф.Рахимзянов,  ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Краснов, Тутарстан республикинчи Кайпĕç районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Рахматуллин, Урмаел ялĕн хисеплĕ çыннисем Г.Апраков, К.Мифтахутдинов тата ытти хаклă хăнасем Сабантуя килнисене уяв ячĕпе саламларĕç, чун-каниччен канма, савăнма ăнăçу сунчĕç.

Ĕçре малта пыракансем чыс-хисепе тивĕçлĕ. Вĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн, район администрацийĕн тата ытти органсен Хисеп грамотисем, Тав çырăвĕсем, хаклă парнесем парса чысларĕç. Ачасене пĕлӳ парас енĕпе чылай çул ĕçленĕ В.Чемешева ветерана «Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ят пачĕç.

Урмаел культура çурчĕ çумĕнчи «Мишар» халăх фольклор ансамблĕ, «Каçал» халăх ансамблĕн купăсçисем, тавраран килнĕ художество пултаруллăх коллективĕсем, уйрăм юрăçăсем  пуçтарăннисене чылайччен савăк юрă парнелерĕç.

Спорт тупăшăвĕсемпе те пуян пулчĕ уяв. Вăй-хал енчен çирĕпписем кире пуканĕ йăтса, алă вăйне виçсе тупăшрĕç, кавир çинче кĕрешрĕç. Çавăн пекех халăх вăййисем те пулчĕç, çĕнтерӳçĕсем парнесене тивĕçрĕç.

Иртен пуçласа уяв саланичченех суту-илӳ точкисем ĕçлерĕç. Ал ĕç ăстисем хăйсем тунă япаласене кăтартрĕç. Ача-пăча валли каруççель çаврăнчĕ, вĕсем тĕрлĕ вăйă аттракционĕсенче савăнчĕç. Сабантуйра тутар халăхĕн наци пуянлăхĕн илемĕ палăрчĕ пулин те, кунта вĕсем  яланах туслă пурăнакан чăваш, вырăс халăхĕсен юрри-ташшине те курма май пулчĕ. Пĕрле пуçтарăнса савăнни тĕрлĕ халăха татах та туслаштарчĕ. 

А.САТИЕВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *