Мускаври парада хутшăннă

Мускаври парада хутшăннă

Мускаври Хĕрлĕ лапамра 1945 çулхи июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче пирĕн Тăван çĕршыв Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕ ятпа Хĕрлĕ çарăн историллĕ парачĕ иртнĕ. Унта пурĕ 35325 çын хутшăннă: сержантсемпе рядовойсем — 31116 çын, офицерсем — 2809 çын, 249 генералпа 24 маршал, пĕрлештернĕ çар оркестрĕ —  1400 çын.

Çак парадра пирĕн районти Григорий Мартынович Шемякин (Йăвашкел), Александр Павлович Кузнецов (Луцки), Федор Максимович Воробьев (Хырай Ĕнел) пулнă. Пирĕн район çыннисенчен тата кам та пулин Мускавра Çĕнтерӳ парадĕнче пулнă-ши? Пулнă тесе çирĕплетсех калама май пур, вĕсем Йăлмахва ялĕнчен…

1943 çулта икĕ Йăлмахва каччине салтака илсе каяççĕ: Иван Дмитриевич Дмитриева тата Петр Сергеевич Егорова. Вĕсем 1926 çулта çуралнă. Шăпа çамрăксене Мускаври Кремле, патшалăх хăрушсăрлăх службине илсе çитерет. Кунта вĕсем йĕркене пăсакансене хирĕç кĕрешекен чаçе лекеççĕ. Миçе хутчен ирхине ирех тревогăпа тăрса бандитсем алхаснă вырăна пырса çитмен-ши? Хĕç-пăшалпа усă курса, вăрă-хурахсемпе куçа-куçăн тĕл пулса пĕр-пĕрин  çине тĕллесе пени те пулнă.

1945 çулхи февралĕн 4—11-мĕшĕсенче  Крымра Ялтăри конференцинче виçĕ çĕршыв, СССР, США тата Великобритани патшалăх пуçлăхĕсем пуçтарăннă.  Тĕп ыйтăвĕ — вăрçă хыççăнхи тĕнчене йĕркелесе пымалли  ыйтусене сӳтсе явасси. Çак конференцинче хăрушсăрлăх йĕркине тытса пыма Петр Егоровăн та тӳр килнĕ.

1945 çулхи Мускаври Çĕнтерӳ парадĕнче Петр Егоровпа Иван Дмитриев та пулнă. Вĕсем Хĕрлĕ лапамра паттăр совет салтакĕсем нимĕçсенчен вăрçă хирĕнче туртса илнĕ ялавĕсене ывăтса  хăварнă вырăнта оцепленире хăрушсăрлăх йĕркине тытнă çĕрте пулнине Петр Сергеевич Егоровăн  ывăлĕ Алексей çирĕплетсех каласа кăтартрĕ.

Çавăн пекех вĕсемпе  пĕрле  службăра тĕнчипе паллă Лев Яшин, СССР футбол командин вратарĕ пулнине те ял халăхне П.Егоров каласа панине Йăлмахвасем  астăваççĕ.

П.Зайцев.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *