Кĕр! Кĕрлерĕ Акатуй!

Июнĕн 25-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче юрăпа ташă, ĕç тата спорт уявĕ — Акатуй  иртрĕ. Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă, халăхăн  йăли-йĕркине упраса хăварас, культурине  аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ мероприяти  ял тăрăхĕнчи  Хирти Сĕнтĕр, Хирти Ĕнел, Нĕркеç, Янкасси, Çĕнĕ Кипеç, Тĕвенеш ялĕсенче пурăнакансене тата тĕрлĕ çĕртен килнĕ хăнасене,  организацисен  тата фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсене  илемлĕ çĕрте  вырнаçнă  лапама пуçтарчĕ.

Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн  депутачĕ, «Единая Россия»  парти членĕ  Петр Краснов, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов, депутатсен районти Пухăвĕн  депутачĕ, Комсомольски райпо совечĕн председателĕ Светлана Грачева, «Слава картофелю» агрофирма генеральнăй директорĕ Хассиятулла Идиатуллин хутшăнчĕç. Вĕсем пуçтарăннисене çурхи ака ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа тата уявпа саламларĕç, малашне те ĕçре ăнăçу, пурнăçра тăнăçлăх сунчĕç. Çĕр ĕçченне мухтакан уява йĕркелекенсене ырă ĕç пуçарнăшăн, Акатуй ирттерес йăлана çĕнетнĕшĕн, халăха çак мероприятие активлă явăçтарма пултарнăшăн тав сăмахĕ каларĕç.

Паллах, юрă-ташăсăр уявăн илемĕ çук. Акатуя килнисене ял тăрăхĕнчи пултарулăх коллективĕн артисчĕсем шăпчăк евĕр çепĕç те янăравлă сассисемпе   юрăсем юрласа  савăнтарчĕç. Шупашкартан килнĕ артистсемпе юрăçсем: Валерий Карпов, Алексей Шадриков, Петр Садовников, Полина Борисова, Николай Пыркин тата Алексей Московский   илемлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç.

Ачасен асĕнче  уяв  асамлă, хаваслă самантсемпе  юласси те каламасăрах паллă. Вĕсем  батут çинче тата Вячеслав Прохоров ăстаçă хăй аллипе тунă пĕчĕк машинăпа ярăнса савăнчĕç,  клоунсемпе  вăйăсем вылярĕç. Уява килнисем тĕрлĕ спорт вăййисемпе ăмăртусенче тупăшрĕç. Çавăн пекех пĕвере кимĕпе ярăнма, пулă тытма та май пулчĕ  мероприятире.

Комсомольски райповĕн суту-илӳ тата обществăлла апатлану предприятийĕсем, уйрăм предпринимательсем пухăннисене техĕмлĕ шашлăкпа, тутлă апат-çимĕçпе тата пылак чейпе сăйларĕç. Канма килнисене  сутуçăсем пĕремĕк-канфетпа   улма-çырларан пуçласа ачасем валли йăлтăр-ялтăр илĕртмĕш теттесем  таранах сĕнчĕç

Йăлана кĕнĕ йĕркепе чи маттур ĕçченсене мухтаса Хисеп грамотисемпе чысларĕç, хаклă парнесем пачĕç.

Ĕçри тăрăшуллăхшăн «Единая Россия» партин  регионти уйрăмĕн Тав хучĕпе Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхне Геннадий Ефремова, Комсомольски райпо совечĕн председательне Светлана Грачевăна, вырăнти ял тăрăхĕн депутатне Владимир Воронова тата патшалăх сортсем сăнакан участок начальникне Георгий Чернова  чысларĕç.

Вырăнти хăй тытăмлăх ĕçĕ-хĕлĕнче активлă пулнăшăн Çĕнĕ Кипеç ялĕн  старостине Галина Новиковăна, Çĕнĕ Кипеçри культура çурчĕн ĕçченне Анна Можаевăна  район администрацийĕн Хисеп грамотипе саламларĕç.

Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн   йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн  фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Григорий Прокопьева  «Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят панă. Ăна çак  ятпа саламларĕç.

Уявра юрри-ташши,  спорт ăмăртăвĕсем чылай пулчĕç. Кашниех  савăнчĕ Акатуйра.

А.Мариян.

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *