Понедельник, 22 апреля

«Рассветра» çĕрулми лартаççĕ

«Рассветра» çĕрулми лартаççĕ

— Кăçалхи пек çураки нумая тăсăлнине хам ял хуçалăхĕнче ĕçлеме пуçланăранпа астумастăп та. Кашни кун тенĕ пек çумăрсем лӳшкенипе «йĕп» çинчи пек лартăмăр. Çурхи кун çулталăк тăрантарать теççĕ те,  мĕн палăртнине вăхăтра акса-лартса хăварас килет-çке. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене акса пĕтертĕмĕр тесен те юрать. Кĕме çук вырăнсем анчах кăштах юлчĕç,  — паллаштарчĕ хуçалăхри ĕçсемпе «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ М.Р. Афанасьев.

Иртнĕ кĕркунне кунта 146 гектар кĕр тыррисем акса хăварнă. Вĕсем лайăх хĕл каçнă. Кăçал  35 гектар çурхи тулă,    200 гектар урпа,    30 гектар пăрçа акнă. Пăрçа тенĕрен,  ку культурăна пĕр вăхăтра районти чылай хуçалăх туса илме пăрахнăччĕ. «Выльăхсемшĕн тутлăхлă япаласемпе пуян паха апат,  унччен хăратса тăнă сиенлĕ хур-кăпшанкăна хирĕç имçамсемпе кĕрешетпĕр. Хурчĕ- сенчен ытла «икĕ ураллă тăшмансем» сăтăр тăваççĕ. Татса кайнипе анчах мар,  таптаса пĕтереççĕ»,  — пĕлтерет председатель. Кунта  вăрлăхсене çĕнетсех пыраççĕ,  çулсеренех имçамласа акаççĕ. Минераллă удобренисемпе усă курнисĕр пуçне хирсене тислĕк те чылай кăларма тăрăшаççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем акнă çĕрте Сергей Пыркинпа Денис Киселев механизаторсем тăрăшнă. Анатолий Викторов водитель вăрлăх тата удобрени турттарса тăнă. Николай Киселев тракторист «Джон Дир» тракторпа пĕчченех çĕр хатĕрлесе тăнă.

Эпир пынă кун,  июнĕн 1-мĕшĕнче,  хуçалăхра çĕрулми лартатчĕç. «Ку ĕçе ĕнер пуçларăмăр. Çĕр нӳрлĕрех пулсан та «иккĕмĕш çăкăра» малалла лартатпăр. Харăсах удобрени хывса,  вăрлăха чир-чĕртен тата сиенлĕ хурт-кăпшанкăран имçамласа пыратпăр»,  — каласа парать хуçалăхăн тĕп аграномĕ С.И.Филиппов. Çĕрулми кăçал кунта 80 гектар çинче лартса хăварасшăн. Иртнĕ çул ăна туса илни кооператив кассине аванах укçа-тенкĕ панă. «Ку тымарçимĕçрен  пĕр евĕр тупăш илме çук. Хăш çулсенче сутлăх хак пĕчĕк пулни туса илме каякан тăкаксене саплаштармаллăх çеç пулать. Пĕлтĕр вара чылай тупăш илтĕмĕр. Çутçанталăк условийĕсен витĕмĕ те пур. Апла пулин те кăçал «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкне чакарма шутламарăмăр»,  — каласа парать Михаил Романович. Çĕрулми лартнă çĕрте С. Пыркин тăрăшать,  В.Викторов вăрлăхпа удобрени турттарса килсе парать,  Г.Хурасев рабочи пулăшса пырать.

Ял хуçалăх кооперативĕнче кăçал тата 70 гектар куккурус акмалла. Тăпрара хальхи вăхăтра нӳрĕк çителĕ-клĕ. Çанталăк хĕвеллĕ те ăшă тăрсан  нумаях та вăхăт иртмĕ мĕн акни-лартни шăтса тухĕ,  хирсем ешĕл тĕспе витĕнĕç.

Ю.Гаврилов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *