«Молодая Гвардия» организацин районти уйрăмĕ пурне те экологи субботникне хутшăнма чĕнет.
«Эпир Комсомольскинчи плотина (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ çывăхĕнче) йĕри-таврари тасамарлăха пуçтарса унта тирпей-илем кĕртесшĕн. Хамăршăнах унта хăтлă пулни лайăх. Канса çӳреме те, пулăра ларма та кăмăллă пулĕ. Çак çутçанталăк илемне упрас тĕлĕшпе тунă ĕç çитĕнекен ăрушăн та тĕслĕх вырăнне пулĕ», — пĕлтернĕ уйрăм ертӳçи В. Кокарев. Экологи акцийĕ майĕн 21-мĕшĕнче иртет. Субботнике хутшăнас текенсене çитес шăматкун «Рыжий» магазин (СХТ территорийĕ) умне 10. 00 сехетре пуçтарăнма ыйтаççĕ.