Пятница, 19 апреля

Çĕнтерӳсемпе таврăннă

Çак кунсенче Шупашкарта ача-пăчан «Кванториум» технопаркĕнче судомодель енĕпе республикăри ăмăртусем иртнĕ.

Унта пирĕн район чысне Асанкасси вăтам шкулĕнче вĕренекенсем хӳтĕленĕ. Е-400-çар карапĕсен копи-моделĕсем класра 7—12 çулхи ачасем хушшинче 6-мĕш класра вĕренекен Егор Козлов иккĕмĕш вырăн йышăннă. 7—15 çулхи вĕренекенсен тупăшăвĕнче 7-мĕш класри Никита Чапрасов ЕК-600 çар карапĕсен хăй тĕллĕн куçакан копи-моделĕсем класра 1-мĕш,       9-мĕш класри Даниил Маргиданов ЕL-600 шыв айĕнче çӳрекен карапсен хăй тĕллĕн куçакан копи-моделĕсем классĕнче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Пултаруллă ачасене тата вĕсен вĕрентекенне В.М.Салаева саламлатпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр.

В.Салаев.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *